Республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоканашлăва ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоканашлăва ирттернĕ. Республикăра 2015 çулта халăхсене ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă мерăсем пирки Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Димитриев тĕплĕн каласа кăтартнă. Ертӳçĕ пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх программисене пурнăçа кĕртессипе 2015 çулта 459 млн. тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 214,7 млн.  тенĕ (46,7 процент),  244,7 млн. тенкĕ (53,3 процент) республика хыснинчен уăрма палăртнă. 2014 çулта ĕçпе тивĕçтерекен службăна черетре тăракансенчен 86 процентне пĕтĕмпех ĕçпе тивĕçтернĕ. Сусăрланнисене те ĕç вырăнĕсене тупса пани куç кĕретех кăтарту питĕ аван. РФ шайĕнче Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сергей Димитриев каланă тăрăх, республикăра ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лару-тăру аван пулнине палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа организацисенче реорганизаци туса иртернĕ хыççăн, 370 çынна ĕçрен хăтарнă пулнă, вĕсенчен каялла 155 çыннине хăйсен организацийĕсене вырнаçтарма май килнĕ.  70 çын ĕçпе тивĕçтерекен службăна тăнă. Ытларах паян çынсене организацисенче оптимизаци ĕçне туса ирттернĕ хыççăн, ĕçрен тухса кайни сисĕнет.     2015 çул кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 4356 çынна ĕçсĕррисен хисепне илнĕ. Иван Моторин палăртнă ыйтусене çивĕч тĕрĕслеве илмеллине палăртса хăварнă. Лару-тăрăва куçран вĕçертме юраманнине асăннă. Видео канашлура муниципалитетсенче усал каяшсене вырнаçтарассин ыйтăвĕсем пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев ыйтăва çивĕч тăнине каланă.  Республикăри пур районсенче те çирĕплетнĕ схемăсене йĕркене кĕртменнине каланă. Вĕсен шутĕнче: Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Элĕк, Канаш, Вăрнар районĕсенчи ял поселенийĕсенче уйрăмах ыйту çивĕч.  Республикăра каяшсем пухăнакан 23 вырăна пăрахăçланă, саккуна пăсакансене явап тыттарнă. Министр ку çултан кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен палăртнă ыйтупа саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртнине асăннă. Тен çавăнпа та пулĕ 2015 çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ыйтăва кирлĕ пек татса памаллине палăртса хăварнă. Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин  Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи  управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче усал каяшсене пуçтармаллин ĕçĕн регламентне çирĕп пăхнса ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă. Патшалăхăн куçман пурлăхĕсен ыйтăвĕсемпе Чăваш Енри «ФКП Росреестра» ФГБУ филиалĕн директорĕн çумĕ Нина Александрова тĕплĕн паллаштарнă. Вырăнти хăй тытмлăх органĕсенче ĕçлекенсене вырăнти бюджета хăш-пĕр ыйтусене татса пама бюджета укçа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



24 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter