Патăрьел районĕ: Аслă Чемен ял тăрăхĕнче «Хыпар» хаçат кунĕ

 Çак кунсенче «Хыпар» хаçат– Пичет кунне паллă турĕ. Паянхи кун республикăра кунсерен тухса тăракан «Хыпар» хаçат пирки мĕн калама пулать-ши?  Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи   çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Ирина Моисеева каласа панă тăрăх паянхи кун ял тăрăхĕнче 11 хуçалăх «Хыпар» хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. «Хыпар» хаçатăн ытти кăларăмĕсене те чылайăн çырăнаççĕ çыхăну уйрăмĕнче Аслă Чемен, Кĕçĕн Чемен, Шăхач, Тури Чакă çыннисем. Уйрăмах Маназыпов Геннадий Яковлевича, Маназыпов Виталий Михайловича, Бахмисов Василий Васильевича, Карзаков Александр Степановича, Фролов Петр Владимировича, Никитина Мария Ильиничнăна, Туптов Василий Васильевича, Капитонов Василий Михайловича, Кĕçéн Чемен ялĕнче пурăнакан Васильев Николай Федоровича, Игнатьев Валентин Поликарповича асăнса хăварас килет.  Вĕсем чылай çул хушши «Хыпар» хаçата çырăнса илеççĕ.

       Аслă Чемен тăрăхĕнчи ял библиотеки те çырăнать асăннă хаçата. Хаçатпа паллашсан республикáри мĕнпур хыпара пĕлме пулать-çке. Хаçатра пичетленнĕ хăшпĕр çивĕч статьясене хĕрарăмсен ушкăнĕпе пĕрле сÿтсе явасси те йăлара. Культура ĕçченĕсемшĕн культура пурнăçне анлăн çутатни те паха. Вулакансем ытларах хаçатăн ятарлă «Хÿтлĕх», «Культура», «Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăмĕсене кăмăллаççĕ.  



26 января 2015
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter