Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 165№-лĕ ача садне реконструкциленĕ хыççăн торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 165№-лĕ ача садне реконструкциленĕ хыççăн торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Палăртнă мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Чваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çулта пĕрремĕш хут çакăн йышши ача сачĕ реконструкциленнĕ хыççăн уçăлнине палăртнă. Асăннă ĕçе йĕркелесе ирттернĕ хыççăн ача садне икĕ хут нумайрах ачасем çӳреме пуçланă. Халĕ кунта 350 пепкене çӳретме ирĕк. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă тĕллевсем Чăваш Енре туллин пурнăçа кĕрсе пыратпăр. Кирлĕ пек кăтартусем те пур. Шупашкарта юлашки виçĕ çул хушшинче пирĕн пепкесем валли хушма 10000 вырăн хатĕрленнĕ. Ку саманта ашшĕ-амăшĕсем куç туллин кĕтнĕ пулнă.  Мĕн ĕмĕтленнĕ шухăшсем пурнăçа кĕрсе пыни паха», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех педагогсен ĕç укçи куллен кирлĕ шайпа ӳссех пынине асăннă. Ĕçлес текенсене валли хавхалану çителĕклĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсемпе курса калаçнă. Ача садĕнчи ятарлă уйрăмсемпе паллашнă. Пĕр сăмахпа каласан, ку ача садĕнче пепкесене валли мĕн кирли пĕтĕмпех куç умĕнче. Кунти хатĕрсем хальхи пурнăçпа пĕтĕмпех килĕшсе тăраççĕ. Шупашкарти 165№-лĕ ача садне регионсенче шкул çулне çитмен ачасене çӳретмелии учрежденисене модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн юсав ĕçсене йĕркеленĕ. 2014 çул авăн уйăхĕччен ку ача садне пĕтĕмпе те 160 ача çеç çӳренĕ.  Реконструкциленĕ хыççăн 14 ушкăнра 350 пепке çӳретме йышăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ача сачĕсене хута яни, учрежденисенче хушма группăсем йĕркелеме ирĕк пулнине асăннă. Ашшĕ-амăшĕсем ĕçе çӳреме пуçлани те куç кĕретех.  Пĕлтĕрхи çул çынсене ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕ питĕ çӳллĕ шайра пулнă. РФ регионĕсем хушшинче эпир иккĕмĕш вырăнта пулни пурне те савăнтарать. 2015 çулта ВТБ-24 банк сервис центрне хута яма палăртса хунă. Çакнашкал ĕçсене йĕркелесен çынсене валли хушма ĕç вырăнĕсем тупăнĕç. 2011 çултан пуçласа Чăваш Республикинче инвестициллĕ 100 проект хута янă.  Чăваш Республикине 130 млрд.тенкĕ явăçтарнă. Çак ĕçсене йĕркеленине кура 12 пине яхăн граждансене валли ĕç вырăнĕсем тупăннă. Тĕплĕнрех



26 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter