Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ. Кризиса хирĕç кĕрешсе 2015 çулта тăнăçлă ĕçлесе пырассипе йышăннă Плана влаç органĕсенче тимлекенсене пĕлсе ĕçлесе пыма хушнă. « Чи кирли паян, хамăр çине илнĕ яваплăхсене туллин пурнăçласси. Чăваш Енре пурнакансемшĕн укçа-тенкĕпе перекетлĕ пĕлсе усă курмалла. Чи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартма малтан тытăнмалла.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсен сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ хатĕрленни пирки асăннă. Асăннă ĕç хутне Чăван Республикинче социаллă экономика лайăх кирлĕ пек пĕр шайра аталанса пытăр тесе пăхса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн доклатĕнче Чăваш Енре иртнĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи финансистсен анлă ларăвĕ пирки каласа кăтартнă. 2015 çулта финанс енчен лару-тăрăва çирĕп сыхласа хăварас пирки сӳтсе явнине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине каланă. «Пысăк предприятисене пĕр çулталăк вăхăтĕнче аталанса пыма питĕ хĕн. Предприятисемпе организацисен çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшса пымалла. Ку çулта палăртса хунă предприятисене хута яма тăрăшăпăр», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Кăрлач уйăхĕн 23 мĕшĕнче Чăваш Республикине «Ренова» группа компанийĕн председателĕпе  Виктор Вексельбергпа ĕçлĕ тĕл пулу самантĕнче уйрăм самантсем пирки калаçса килĕшни çинчен  пĕлтернĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче «Хĕвел» компани Çĕнĕ  Шупашкарта хушма промышленноç производствине хута яма палăртнине асăннă. Çĕнĕ Шупашкаршăн тата республикăшăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикине, чăннипех те ăста пысăк тавра курăмлă, вăйлă бизнесменсем килеççĕ. Пире шанаççĕ, пире ĕненеççĕ. Ку чи пахи», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри  промышленноç таварсен кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Вырăнта калăпланса тухакан таварсен хисепĕ кирлĕ пек çителĕклĕ таранах. Паян республикăра пурăнакансем çитменлĕх туймаççĕ. Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳçи  Надежда Луговская хăйĕн доклатĕнче республикăри сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмне тивĕçтерекен таварсен пахалăхĕ кирлĕ пек шайра пулнине асăннă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов «Чувашхлебопродукт» АУП хатĕрленĕ тĕш тырăна пула, хаксем кирлĕ пек шайрах тытăнса тăнине асăннă. Çăнăх хакĕ ӳсмен. Ял хуçалăх таварĕсен хакĕ аван пулнипе усă курса, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев акмалли уйсен лаптăкĕсене ӳстерсе пыма хушнă. Ĕç шайĕ ӳсет, ялсенче халăх ĕçлĕ пулĕ. Паян пур шайра ĕçлекен влаçри çынсен те пĕр тĕллев – халăха акмалли вăрлăхпа тивĕçтересси . Тата паян чи пĕлтерĕшли – лавккасенче сĕт автомачĕсене вырнаçтарасси. Халăх кулленех паха ялти сĕте туянма пултартăр. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме управляющий компанисене еплерех лицензи парса тивĕçтермеллин йĕрки пирки Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Виктор Кочетков тĕплĕн каласа кăтартнă.   Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне управляющий компанисен 57 ертӳçи квалификаци экзаменĕсене тытма кăмăл туни пирки пĕлтернĕ. Чăваш Ен территорийĕнче 136 управляющий компани, 25 нумай тытăмлă предприяти, юсав ĕçĕсене куллен тимлекен предприятисене 6 шута илнĕ. Республика Пуçлăхĕ управляющий компанисен ĕçне çирĕп асăрхаса тăма хушнă, вĕсем халăха кирлĕ пек шайра пулăшу кӳнипе кӳменнине çийĕнчех тĕрĕслесе тăмаллине каланă. 

 



26 января 2015
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter