Ял хуçалăх ĕçченĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне хаклаççĕ

Николай Курчаткин,  «Авангард» ООО директорĕ:

«Тарăн та анлă шухăшлă Çыру. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетрĕ –  чăннипех нумай пурнăçланă. Малашне мĕн тумаллине палăртрĕ.

 Ялхуçалăхне илес-тĕк, пирĕн отрасльте нихăçан та çăмăл пулман, çапах ял ĕçченĕ йывăрлăхран хăрамасть. Пирĕн ялхуçалăх производстви ÿссе пырать. Уя тухăр – пирĕн çĕнĕ тракторсем ĕçлеççĕ. Фермăна пырăр – вĕсем те çĕнĕ, çĕнĕ технологисемпе çĕкленĕскерсем. Санкцисем пирки калас-тăк – ку пире шанăç та кÿрет, мĕншĕн тесен вăрах кĕтнĕ хыççăн тинех ялхуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсем ÿсрĕç. Çавна май пирĕн малалла аталанмалли майсем пулĕç.

 Хамăрăн хуçалăх пирки те калам. Акакан лаптăксене çуллен ÿстерсе пыратпăр. 4 çул каялла 200 гектарччĕ, паян – 5 пин гектар ытла. Иртнĕ çул 9 пин тонна ытла аш-какай туса илтĕмĕр, пуçласа продукци сутнин калăпăшĕпе 1 млрд тенкĕ урлă каçрăмăр. Малалла аталанмалла! Сысна ĕрчетмелли комплекса анлăлатмалли проект пур ĕнтĕ, ăна пурнăçлама çывăх вăхăтра 500 млн тенкĕ ытла хыватпăр».

 

Федор Волков,   «Вурнары завод СОМ» ООО пуçлăхĕ:

«Çыру - республика çыннисене шанăç кÿрекен  пулăм. Çырура ялхуçалăх отрасльне пысăк тимлĕх уйăрни килĕшрĕ. Сăмахран, сĕт-çу туса илес ыйтăва çĕклени вырăнлă та вăхăтлă тесе шутлатăп. Сĕт туса илекеншĕн чĕр тавара ăçта тата тупăшлă хакпа вырнаçтарасси çивĕç ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртрĕ.  2015 çулта ку  тата ытти енсемпе ырă улшăнусем пуласса иккĕленместĕп».

 

Петр СКВОРЦОВ, Елчĕк  районĕнчи "Прогресс" АХО директорĕ:

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукчĕсем кỹрсе килессине чарса лартнăранпа республикăри аграри секторĕнче çĕнĕ майсем уçăлнине палăртрĕ. Çакна эпир хамăрăн кашни кунхи ĕçрен те уçăмлăн куратпăр. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра хресчен тарĕ витĕр туса илекен ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тивĕçлĕ хакĕ çирĕпленсе пырать. Çавна май пирĕн палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр пикенсе вăй хумаллине - тухăçлă тыр-пул çитĕнтермеллине тата пысăк хака тивĕçекен пахалăхлă сĕт, аш-какай туса илессине ỹстерме кирлине лайăх ăнланатпăр. Çавна май эпир тата çирĕпрех тĕллевсене пурнăçлама та хатĕр пулнине палăртатпăр, выльăхсен хисепне ỹстермелле, сăвăнакан ĕнесене 700 пуçа çитермелле, продуктивлăха ỹстермелле. Производствăна аталантарассишĕн тăрăшса çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр, фермăсене реконструкци тăватпăр. çĕнĕ йышши техника туянатпăр".



26 января 2015
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter