Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире «КиВиН-2015» фестивале хутшăннă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире «КиВиН-2015» Халăхсем хушшинчи фестивале хутшăннă Шупашкартан «Столица» КВН регонти Лигин представителĕсемпе тĕл пулнă. Çамрăк яш-кĕрĕмсемпе калаçăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çамрăксемпе тĕл пулса калаçма яланах питĕ кăмăллă пулнине палăртнă. Сочире иртнĕ КВНра хутшăнса çитĕнӳсемпе палăрнишĕн ырласа тав сăмахсем каланă. «Эсир хăвăр вăя шанатăр. Пĕр-пĕрне хӳтĕлеме аван пĕлетĕр. Чăваш халăхĕн ырă ятне яланах асра тытса çӳле çĕклетĕр. Паян республикăра шкул ачисем хушшинче 14 КВН ушкăнĕ çирĕпленнĕ. Эсир вара хăвăра уйрăмах Сочире ыттисем хушшинче питĕ лайăх кăтартма пултартăр. Малалла халĕ Чăваш Республикине хăнана КВН вăййисене Атăлçи федераллă округран ытти регионсенчен хăвăрăн тус-юлташăрсем хаваспах килсе çитĕç», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Столица» КВН регионти Лигин директорĕ Михаил Елисеев Михаил Игнатьева хăйсене çакăн пек пулăшу кӳнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. Малашлăхра чăннипех те ятарлă КВН ушкăнĕн пуласлăхĕ пысăк пулассине нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. Шупашкар хула администрацийĕнче çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Эльдар Черкесов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енрен кайнă КВН ушкăнĕ Сочире  питĕ аван кăтартусемпе палăрнине асăннă. 2015 çулта Чăваш Республикине Хусантан, Мускавран, Пятигорскран тата ытти хуласенчен ятарлă КВН ушкăнĕсем килсе çитесси пирки  ырă хыпара пĕлтернĕ. Эльдар Черкесов çакăн пекех республика Пуçлăхĕ ахальтен мар хăйĕн Çырăвĕсенче тăтăшах «Çамрăксене шанмалла», - тесе каланине аса илсе хăварнă. Михаил Игнатьев малашне те çамрăксене пулăшу кӳме хатĕр пулнине каланă.  Паян Чăваш Енре пурăнакансене валли кирлĕ пек пур услови те йĕркелесе çитернине асăннă. Çынсене ĕçпе те тивĕçтернĕ, чи пахи лайăх ĕç укçине вăхăтра пани. Хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçлатпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕл пулăва килнисем Сочире иртнĕ фестивалĕн уйрăм саманчĕсем пирки чарăнса тăнă.  Республика ертӳлĕхĕ вĕсене пулăшнишĕн чĕререн савăнса хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче çамрăксем Шупашкарта КВН çуртне хута ярасси пирки ыйтăва çĕкленĕ,  Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ятпа вăйăсене ирттерме сĕнӳ панă. Тĕл пулăва вĕçленĕ май Сочире пулнă яшсемпе хăрсем Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Халăхсем хушшинчи пĕрлешĕвĕн КВН президентран Александр Масляковран Тав çырăвне тата ятран КВН сувенирне парса хисеп пунă. Тĕплĕнрех

 



27 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter