Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлассипе çыхăннă Саккунăн çĕнĕлĕхĕсене пăхса тухнă. Ылмашусене Федерацин саккун йĕркине пăхăнса çĕнетнĕ. Пухăннисем Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкасăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.  Чăваш Енри ГКЧС председателĕ  Вениамин Петров юлашки 5 çул хушшинче пушарсем тухнă тĕслĕхсене 20 процента çити сахалрах  пулнине каласа хăварнă. Шывсемпе çыхăннă инкексен тĕслĕхĕсем чакни питĕ паха, кăтарту 36,8 процента çити чакни пурне те ĕçлеме хавхалантарса пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитĕнӳсен ырă енĕсем пур тытăмра вăй хуракан влаç органĕсенче тимлекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесе ирттернине кура аванланнине палăртнă. Тата çитменнине çакна та каласа хăвармалла, паян çăлав службинче ĕçлекенсем пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсемпе пĕтĕмпех усă курни куç кĕретех. «Малашне те çак ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть. Халăха çăлса хăварассипе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех çителĕклĕ таран йĕркелесе пама тăрăшмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин бюджетĕнчен муниципалитетсенчи çул-йĕр ыйтăвĕсене татса пама уйăракан субсидисен йĕркисем пирки ыйтăва пăхса тухса çирĕплетнĕ. Пĕр çын пуçне тивекен укçан виçине 2014 çулта IV кварталта 6988 тенкĕ тесе йышăннă пулнă, виççĕмĕш кварталтипе илес пулсан 195 тенкĕ нумайрах. Ĕçлекен çынсем хушшинче çак виçе  7425 тенкĕ, пенсионерсен – 5732, ачасен вара 6954 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн доклатĕнче 2012-2020 çулсенче вĕрентӳ тытăмне аталантарассипе çыхăннă патшалăх программи пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Енри вĕрентӳ тытăмĕнче тимлекенсен медицина тĕрĕслев витĕр тухмалли ятарлă ĕçе пурнăçлама финас тĕлĕшĕнчен ыйтăва татса пама, хăш-пĕр йĕркесене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне çак ларура чи ăста вĕрентекенсене, вожатăйсене хатĕрлеме уйрăм пулăшусем парса тивĕçтересси пирки те канашланă.  Ачасене çемьесене усрава илес текенсене валли ĕç хучĕсене çĕнетсе йĕркене кĕртсе хăварма ыйтăва тишкернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пур ыйтăва та  пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.    



28 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter