Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Адмирал Кузнецов» авионосец делегацийĕпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Адмирал Кузнецов» авионосец Раççей тинĕс çар флочĕн делегацийĕпе тĕл пулнă.   Унпа пĕрле калаçăва  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри Çар     комиссариатĕнчен ятарлă çын хутшăннă. Карăпра ĕçлекен пай пуçлăхĕ, виççĕмĕш рангра тăракан капитан, пирĕн ентеш Иван Орешников, Çĕмĕрлере  çуралса ӳснĕ. Сумлă хăна хăйĕн сăмахĕнче Раççей çар флотчĕн пысăк карапĕн экипажĕнче Чăваш Енрен 100 яхăн çамрăк пулнине каланă, вĕсенчен çурри контрактпа ĕçленине палăртнă.    Хĕсметре тăнă тапхăрта яшсем хăйсене ырă енпе кăтартнине асăннă. Малашне те хăйсен ирĕкĕпе салтака кайма кăмăл тунисене контракт мелĕпе йыша илме Чăваш Енрен палăртасшăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи çамрăксем хăйсен кăмăлĕпе Тăван çĕр-шыва сыхлама хĕсмете кайма шут тытнисене ырласа хăварнă.  «Чăннипех те Чăваш Республикишĕн патвар та хисеплĕ çамрăксем Çурçĕр флотĕнче хăйсене тивĕçлипех кăтартма пултарни пурне те савăнтарать, хĕсметре ĕçлекен пуçлăхсем пирĕн салтаксене сума сунни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игенатьев. «Чăваш Енри тинĕс çар флочĕн ветерансен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Крюковский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре Раççей çар флотне тăратма çамрăк салтака хатĕрлеме кадет класĕсенчен пуçланине  асăннă. Тинĕс çар флотĕнче паян хăсметре тăма питĕ пархатарлă, ку та анчах мар, çитменнине салтаксене пысăк укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ, пиллĕк çул ĕçлекен командир 100 пине яхăн укçа-тенкĕ илет, матроссем вара 50 пин укçа илме пултараççĕ, патшалăх парса тивĕçтерекен пулăшупа туллин усă кураççĕ. Хăть мĕнле регионта та çар çыннисем  «çар ипотекипе» хваттер туянма ирĕк пур.  Кун пек ырлăха курас текенсем Чăваш Енре сахал мар. Кăçал Çурçĕр тинĕс çар флотне Чăваш Енрен 100 салтака ăсатма палăртнă. Ятарлă килнĕ делегацисем районсене çитсе хăйсен ĕçĕсем пирки каласа кăтартĕç, тĕрлĕ сюжетсемпе паллаштарĕç.  Кунсăр пуçне Чăваш Енрен  чи ăста кадетсен пĕр ушкăнĕ çар карапĕн ĕçĕпе  çывăхрах паллашма пултарĕ. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Енрен кадетсен темиçе ушкăнĕ çак ĕçпе паллашнă, хăйсене валли тĕрлĕ савăнăç пуçтарнă.  Тĕл пулăва вĕçленĕ май, хăнасем  çитес вăхăтра «Р-2» ракетăллă катерăн ятне «Чăваш Ен» ятлă пама ирĕк илни çинчен пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне вĕсем республика Пуçлăхне хăйсен карапĕн сăнӳкерчĕкне асăнмаллăх парнеленĕ. Тĕплĕнрех



28 января 2015
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter