Патăрьел районĕ: ачасен спортри çитěнěвěсем чăнах та савăнтараççě

Сывă ача яланах хусканура пулмалла теççě. Унсăрăн юн та çывăрса ларě тата. Çавна пулах пулě шкулсенче физкультура урокěсене  хушса пачěç. Учительсем те ачасен сывлăхне çирěплетес тесе тăрăшаççě. Шкулта спорт ăмăртăвěсем ирттернисěр пуçне вěренекенсене районти тата республикăри тупăшусене час-часах илсе çÿреççě.

Патăрьел районěнчи Алманчăри вăтам шкулта физкультура урокěсене ирттерекен Николай Валерьянович пирки çавнах калас килет. Н. Зиминăн вěренекенěсем ытларах йывăр атлетикăпа хăйсен çитěнěвěсемпе савăнтараççě. Шкулта уроксем хыççăн штанга йăтакансене валли секци уçнăранпах Николай Валерьянович çамрăк ачасене спортăн çăмăл мар тěсěн вăрттăнлăхěсене ăса хывма пулăшать. Унăн вěренекенěсем (А. Мышов тата Д. Исаков) паянхи кун Раççей спорт мастерě таранах çěкленнě.

Кăрлач уйăхěн 15-17-мěшěсенче Çěнě Шупашкарта иртнě 1998 çулта çуралнисемпе вěсенчен кěçěнрех йывăр атлетсен республика чемпионатěнчен те Н. Зимин вěренекенěсем пысăк çитěнÿпе таврăнчěç. Хăйсен виçисенче Даниилпа Тимур Павловсем малти вырăнсене йышăнчěç. Алексей Чихинпа Петр Леонтьев кăштах çеç выляса ярса иккěмěш вырăна тухрěç.

Патăрьел район команди çак ăмăртуран питě лайăх çитěнÿпе таврăнчě. Район командин чысне Алманчă, Нăрваш Шăхаль тата Çěньял шкулěнче вěренекенсем хÿтěленě. Тренерсен (А. Давыдов, Н. Трифонов, Н. Зимин) ачасен çиěнěвěсемпе савăнмалăх пур: Лампасов (Йăлăм) – 3, Ухварин А. – 2, Степанова – 3, Мурзукова (Çěньял)  - 1, Адикин А. (Нăрваш Шăхаль) – 1  вырăнсене çěнсе илнě.

Пьедесталăн картлашки çине кăшт кăна лекеймен ачасем те хăйсен çитěнěвěсемпе савăнаççě. Вěсен йышěнче - Вячеслав Аляшкин, Максим Никитин, Алексей Хадаров (Алманчă); А. Мадюков (Çěньял). Малашнехи ăмăртусенче çак ачасен çитěнěвěсем те ÿсессе шанатпăр.

Николай Валерьянович Зимина 2014 çулта республикăн чи лайăх тренерě ята пани те ачасене малалла талпăнса тăрăшма вăй парать.

Н.Никитина, Алманчă ялě



28 января 2015
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter