Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра

Кăрлач уйăхĕн 29-31-мĕш кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Унта РФ регионĕсе ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу иртĕ. Семинарта хальхи пурнăç таппинчи экономикăпа политика лару-тăрăвне сӳтсе явасси пулĕ. Чи ăнăçлă регионсен паха опычĕсене пăхса тухĕç. Семинар ĕçне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хутшăнать.  Унăн доклатĕнче çĕршыври экономика енчен лару-тăру еплерех пулнин хуравĕ пулĕ. Малашнехи пурнăçра регионсенче мĕне тĕпе хурса ĕçлессине палăртĕç. Тĕп тĕллевсем пирки  канашлĕç.  Хальхи тапхăрта экономикăпа социаллă  тытăм аталанассин витĕмлĕхĕ çинчен ыйтăва тĕплĕн тишкерĕç. Виçĕ кун хушши ирттерме палăртнă семинарта регионсен пуçлăхĕсемпе пĕрле РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ерӳçи, Раççей Правительствин членĕсем, Федераци Канашĕн представителĕсем, паллă ăçчахсемпе экспертсем хутшăнаççĕ.  



29 января 2015
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter