Тăвай районĕ: пĕр çемьере - икĕ стипендиат

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пултаруллă çамрăксене валли çулсерен уйăракан ятарлă стипендие парасси çинчен калакан хушăва 2015 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна илме тивĕçлĕ пулнă 1000 çамрăк хушшинче Енĕш Нăрвашра пурăнакан Алинăпа Анатолий Гурьевсен хĕрĕпе ывăлĕ те пур.

Ĕçчен те туслă кил-йышра ỹссе çитĕнеççĕ Женьăпа Коля. Асли - Женя Канашри педагогика колледжĕнче физкультура уйрăмĕнче, 3 курсра вĕренет. Коля вара ялти вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче пĕлỹ пухать. Вĕсем иккĕшĕ те спортпа питĕ туслă. Ялта, шкулта ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен хастарлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Йĕлтĕрпе чупса ăмăртмалла-и, волейболла е баскетболла выляса шкул чысне хỹтĕлемелле - аппăшĕпе шăллĕ яланах хатĕр. "Кĕрешỹре" хăйсен пултарулăхне туптама пуçланăранпа пĕр тăвансем пĕр ăмăртуран та çĕнтерỹсĕр таврăнман. Тĕрлĕ шайри (Раççей, регионсем хушшинчи, республикăри) тупăшусенче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни вара вĕсене хавхаланупа хăват çеç хушса пырать. Женя спорт мастерĕн кандидачĕ ятне илме те тивĕçлĕ пулчĕ.

Коля вара юлашки 3 çул хушшинче тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пурĕ 14 вырăн çĕнсе илнĕ: вĕсенчен Раççей шайĕнче - 1, регионсем хушшинче - 5, республикăра - 5, районта - 3. Пĕтĕмĕшле 9 пĕрремĕш вырăн, 2 вырăн - 3, 3 вырăн - 2.

Малашне те пултарулăхăрпа хăватăр ан иксĕлтĕр сирĕн, Женьăпа Коля. Çитĕнỹсен шучĕ çулран-çул ỹссех пытăр.

 

З.ШУТОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.



29 января 2015
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter