Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă

 Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. 2015 çулта социаллă экономикăна тивĕçлĕ шайра тытса пырса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Палăртнă ĕçе Чăваш Республикин  Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Министрсен Кабинечĕн членĕсем хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче 2015 çултаа социаллă экономикăна тивĕçлĕ шайра тытса пырса аталантармаллин Плана алă пусса çирĕпленине аса илсе хăварнă. РФ регионĕсенче Правительствăра хăш-пĕр направленисене тишкерсе пăхса тухса йышăннă. «Паян, чăннипех те макроэкономикăна, социаллă тăнăçлăха, промышленноçа аталантарса пымалла, ял хуçалăхне, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле, пĕтĕмĕшле экономикăна туллин вăйлатмалла», - тесе çирĕппĕн каласа хăварнă Дмитрий Медведев. Канашлура Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов,  Раççей Экономика Министрĕ Алексей Улюкаев, хăш-пĕр РФ регионсен ертӳçисем калаçнă. Пухăннисем 2017 çул тĕлне Раççей шайлашуллă бюджет çине куçмалли пирки уççăммăн каланă.  Чăваш Енре социаллă экономика пĕр шай лайăх аталанса пытăр тесе ятарлă Комисси йышăннă. Ăна 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче 9№-лĕ Указпа çирĕплетнĕ. Унăн йышне Чăваш Республикин Кабинечĕн членĕсем, федераци тытăмĕнче вăй хуракансем, республикăри муниципалитетсенче тимлекенсем, предприятисемпе финас енĕпе ăнăçлă ĕçлсе пыракансене кĕртнĕ. Комиссийĕн Председателĕ пулма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертӳçине премьер-министра суйласа хăварнă. Тĕплĕнрех



29 января 2015
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter