Кулăшçăсем кашни сăмахшăн яваплă

Январĕн 27-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти КВН командисен хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. «Чăвашсем» тата «Тĕп хула» КВН командисем январĕн 12-24-мĕшĕсенче Сочире пулчĕç. Вĕсем XXVI Пĕтĕм тĕнчери «КиВиН - 2015» фестивале пĕрремĕш хут хутшăнчĕç.

Ентешсем фестивале ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе хутшăннă. «Тĕп хула» союза «Чăвашсем», «Коопераци институчĕн çамрăкĕсем», «ЧПУ ушкăнĕ» командăсем кĕнĕ. Çавăн пекех фестивальте И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Мистическая сборная» команди пултарулăха кăтартнă. Ушкăн пĕлтĕр Чĕмпĕрти «Семь ветров» регион лигинче вылянă. 2014 çулта Шупашкарти «Тĕп хула» лига «АМиК» телекурав пултарулăх ушкăнĕпе килĕшÿ туса официаллă статуслă пулнă. Малалла вулас...



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
29 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter