Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăхăн граждан служащийĕ тата чи лайăх муниципаллă служащий ята çĕнсе илнисене торжествăлла майпа чысланă

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăхăн граждан служащийĕ тата чи лайăх муниципаллă служащий  ята çĕнсе илнисене торжествăлла майпа чысланă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, конкурсăн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ – Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – строительство министрĕ Олег Марковпа сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев пухăннисене пурне те саламланă, хăйсен пысăк тавракурăмлă ĕçĕсенче çитĕнӳсемпе палăрнишĕн тав тунă. Чăннипех те çĕнтерӳçĕ ята чи ăста та тавçăруллă, пуян ăс-тăнлă, пысăк профессионалсем тивĕçнине асăннă. «Паян тата та патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем патне анлăрах тĕллевсем лартса пыраççĕ. Конкурссем патшалăхăн граждан служащийĕсемпе муниципаллă служащийĕсене хăйсен ĕçне пĕлсе эффективлă ĕçлесе пыма хистеççĕ.  Чи ăста ĕçлесе пыракансем хăйсен пуçарулăхĕсемпе паллаштарса, вĕсене ĕçре куллен усă курса пыма пулăшаççĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Юрий Васильев. Чи лайăх патшалăхăн граждан служащийĕ ята Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи амăшĕсемпе ачисене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме пулăшакан пай пуçлăхĕ Нина Емельянова çĕнсе илнĕ. Вăл хăйĕн проектĕнче пĕчĕк пепкесен вилеслĕхне чакарассипе еплерех ĕçсем йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва çутатса панă имĕш. Районсемпе хуласем шайĕнче чи лайăх муниципаллă служащий ята Канаш хула администрацийĕнче спорт пайне ертсе пыракан Искандер Мингалеев тивĕçлĕ пулнă. Ял поселенийĕсенчи специалистсемпе илес пулсан – Пăрачкав районĕнче Семеновка ял поселеийĕнче администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Канылина тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев конкурса хутшăнакансен проект ĕçĕсене пысăк хак панă. Вĕсенчен ытларахăшĕ Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн усă курăнассине нимĕн иккеленмесĕрех палăртса хăварнă.  Патшалăхăн граждан служащийĕсем пурĕ 10 проекта яхăн тăратнă. Палăртнă конкурс Чăваш Енре 4-мĕш çул иртет. Ку хутĕнче конкурса хутшăнас текенсем 33-ĕн пулнă. Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащий ята илмелли конкурса виççĕммĕш çул ирттереççĕ. Конкурса кашни районтанах пĕрер çын хутшăннă, анчах та Патăрьелпе Шупашкар районĕсенче кăмăл тăвакансем пулман. Çакнашкал конкурссене йĕркелесе ирттерни малашнехи ĕçсенче тата та вăйлăрах ĕçлеме витĕм кӳрет, çынсене ĕçре хавхалану парнелет. Лайăх ĕçлесе пыракансем шăпах та регионшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Конкурс çĕнтерӳçисене пĕлтĕр суйланă, ун чухне вĕсем, конкурса хутшăнакансем, йĕркелӳ комитечĕн членĕсем умĕнче хăйсен проекчĕсене хӳтĕленĕ пулнă.



30 января 2015
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter