Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе çулсерен ирттерекен семинар ĕçне хутшăнать

 

Кăрлач уйăхĕн 29-31-мĕш кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе çулсерен ирттерекен семинар ĕçне хутшăнать. Ĕçлĕ семинарăн тĕп теми: хальхи пурнăç таппинчи социаллă экономика тата политика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем пирки сӳтсе явма палăртса хунă. РФ чи лайăх регионсен ĕçĕсене пăхса тухса тишкерĕç. Семинар ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче семинара хутшăннисем умĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тухса калаçнă. Унăн калаçăвĕн тĕп теми çĕр-шыври социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пулнă. Хальхи тапхăрта регионсем умне лартнă тĕллевсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Регионсенчи влаç тытăмĕнче тимлекенсем умне кирлĕ пек туллин тĕллевсене палăртса хăварнă. Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче секци ĕçне йĕркелесе ирттернĕ. Уçă калаçăва ертсе пыраканĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин Вице-премьерĕ Дмитрий Козак пулнă. Калаçу тапхăрĕнче регионсенче инвестици илĕртӳлĕхне аталантарасси пулнă. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсен паха оычĕсене сӳтсе явнă. РФ экономика министрĕ  Алексей Улюкаев хăйĕн доклатĕнче Чăваш Ен опытне ырласа хăварнă. Пысăк хуласене аталантарасси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илтерсе пырассипе кирлĕ пек условисем йĕркелесе панине каланă.   Губернаторсем умĕнче РФ строительство Министрĕ  Михаил Мень, РФ Президенчĕн советникĕ Александра Левицкая, РФ Президенчĕ çумĕнче ĕçлекен, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Борис Титов, РФ финанс министрĕ Леонид Горнин, РСПП президенчĕ Александр Шохин тата ытти официаллă çынсем тухса калаçнă. Ĕçлĕ калаçу семинарĕнче регионсенче саккун нормативĕсемпе çыхăннă ыйтусене тишкерсе тухнă. Вĕсемпе ытларах Раççей Президенчĕн Администрацийĕнче Шалти политика Управленийĕн  Олег Морозов чарăнса тăнă. РФ регионсен ертӳçисемпе муниципалитетсенчи влаç тытăмĕсен ĕçĕсем пирки те канашланă. Чи ăста ĕçлесе пыракансен паха опытне сӳтсе явнă. Влаçсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе анлăлатасси пирки те сăмах пуçарнă. Ку асăннă ыйтусемпе ытларах Раççей Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçин Пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Володин калаçнă.



30 января 2015
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter