Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашне те пĕр ушкăнра ĕçлекенсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Влалимир Путин çулсеренех Федерацин субъекчĕсен ертӳçисемпе, саккунсемпе ĕçлекен представительсемпе, пысăк хуласен мэрĕсемпе,  ирттернĕ семинар канашлăва хутшăннă. Тĕл пулăвăн тĕп теми хальхи пурнăç таппинчи экономикăпа политика лару-тăрăвне сӳтсе явасси пулнă. Чи ăнăçлă регионсен паха опысăсемпе паллашассине кун йĕркине кĕртнĕ. Виçĕ кунлăха палăртнă семинара РФ Президенчĕн Администрацийĕ йĕркелесе ирттернĕ. Палăртнă ĕçе Раççей Перекет банкĕн Корпоративлă университет базинче пухса ирттернĕ. Кăçалхи çул семинар канашлăвăн ĕçне 280 регионсенчен ертӳçĕсем килсе çитнĕ. Пирĕн  Чăваш Республикинчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула адмнистрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кайнă. Раççей Президенчĕ çăмăлах мар лару-тăрăва сирсе ярса, кашнин витĕмлĕн ĕçлесе пымаллине хушса хăварнă. Куллен кам та пулин пулăшасса кĕтсе тăмалла маррине палăртса хăварнă. « Паян пуриншĕн те чи хакли вăл - çынсем.  Çавăнпа та эпир пурсăмăр та вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлетпĕр», - тесе çирĕппĕн каланă хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ. Экспертсем палăртнă мероприятие çав тери кирлĕ ĕç тесе хакланă. Чи ăнăçлă регионсен паха опычĕсемпе паллашни те пархатарлă пулнине асăннă. Шăпах та çакăн пек мероприятисенче обществăлла политика лару-тăрăвне сӳтсе явни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Тăтăшах çынсемпе тĕл пулма тăрăшмалла. Вĕсемпе уçă калаçусем ирттермелле. Массăлла информаци хатĕрĕсенче тимлекенсемпе те тачă çыхăнса ĕçлемеллле. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, пур политка партийĕсен те пĕр-пĕринпе килĕшсе пĕр тĕллевпе ĕçлесе пыма тăрăшмалла. Пурин те çынсемшĕн тăрăшнине ĕçпе кăтартса пама пĕлмелле», - тесе уççăммăн каласа хăварнă пухăннисем умĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Халĕ Чăваш Енре кризиса хирĕç ятарлă программăна йышăнас ĕç хĕрӳ пырать. Çак ĕçе тĕрлĕ тытăмри çынсен сĕнĕвĕсене те тĕпе хурса ĕçлеме палăртса хунă. «Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, хăйсен пуçланă проекчĕсене пурнăçа кĕртес текенсекне, малалла та пулăшса пыма тăрăшăпăр», - тенĕ Владимир Путин. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек лару-тăрăу вăхăтĕнче семинар йĕркелесе иртерни шăпах та вырăнлă пулнине каланă. «Çакăнта пухнă пĕлӳ малашнехи ĕçре усă курса ĕçлеме питĕ паха. Паян, Чăваш Енре пĕр шухăшлă çынсем вăй хурса ĕçлесе пыраççĕ. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ», - тенĕ.

 



31 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter