Йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсем пулнă

Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсем пулнă. Вĕсем Чăваш Республикинчи Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕ вăхăтĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче иртнĕ. Спорт уявне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Ку хутĕнче спорт ăмăртăвне кăмăл тăвакансем 500 ытла çын килсе çитнĕ. Вĕсем 5 çухрăма чупса тухма пултарчĕç. "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăнакансене пурне те Çĕнĕ çул уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тата ытти хăнасем ăшшăн саламланă, спортра çитĕнӳсем тума сĕнĕ. Хĕрӳ тупăшура чи малтан йĕлтĕрпе чупса тухаканни Николай Димитриев пулнă, ун хыççăн - Владимир Черланов, виççĕмĕш вырăна Сергей Афанасьев йышăннă. Хĕрарăмсен хушшинче чи маттурри Анастасия Гришина, ун хыççăн - Анастасия Никипелова тата ун хыççăн вара  Соколова Светлана чупса тухма пултарчĕ. Чи çамрăккисем – спорт ăмăртăвĕнче Павел Швед (2011 çулта çуралнă), Миша Журавлев тата Стас Кошков (2008ç.). Чи çамрăк хĕрачасем - Злата Александрова (2007ç), Виктория Александрова (2005ç), Виктория Машкова (2005ç.). Чи аслисенчен вара Валентин Иванович Абрамова (1936ç) çитекенни пулман. Ăмăртусенче нумай ушкăнсем «Восток» ФСКпа тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн пулнă. Мала тухнисене пурне те асăнмаллăх парнесем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



05 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter