Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раштав кĕллинче пулнă

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раштав кĕллинче пулнă. Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче ирттернĕ. Раштав кĕллине унпа пĕрле Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Тĕплĕнрех



07 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter