Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ветерансем!

 Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗпе саламлатӑп!

Пурсӑра та республика ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫ­ле­нӗ­шӗн, Чӑ­ваш Ен аталанӑвӗпе чечекленӗвне сиртен кашниех хывнӑ курӑм­лӑ тӳпе­шӗн пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп!

Хальхи вӑхӑта туптанӑ ҫынсене, ха­мӑ­рӑн асатте-ас­ан­не­се­не тата кукаҫи-ку­ка­­ма­й­сене, эпир яланах асра тытатпӑр тата вӗ­сем­шӗн тӑ­рӑ­шат­пӑр. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен пу­рӑнмалли усло­вий­ӗ­се­не ла­­­йӑх­лат­мал­ли программӑна пурнӑҫласси кӑҫал вӗҫленет. «Чӑ­ваш Респу­б­ликин ӗҫ ве­теранӗ» ята ӗҫ стажне кура парасси ҫинчен ҫирӗплетнӗ йы­шӑ­нӑва пула 41 пин ҫын ҫак хи­сеплӗ ята тата унпа килӗшӳллӗн палӑртнӑ ҫӑ­мӑллӑх­се­не тивӗҫрӗ. Ре­с­публикӑри ва­т­лӑх ен­не сулӑннӑ 250 пин ытла ҫын тӗрлӗ майпа соци­аллӑ пулӑ­шу илсе тӑрать.

Медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм тухӑҫлӑ ӗҫ­лени Чӑваш Енри халӑх пур­нӑ­ҫӗн вӑтам тӑршшӗне юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 2,5 ҫула ҫити пы­сӑк­латма пу­лӑшрӗ. Нумай пурӑнакансен йышӗ 18 процент чухлӗ ӳс­рӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑ­ваш Ен­ре 100 ҫул урлӑ каҫнӑ 58 ҫын пурӑнать, 80-85 ҫултан иртнисен шучӗ вара – пи­лӗк пин ытла.

Пирӗн патшалӑх политики ветерансем валли лайӑх хутлӑх йӗркелессине тата ватӑ­сене сума сӑвассине тӗпе хурать. Чӑваш Енре аслӑ ӑру валли тӗрлӗ ӗҫ пур­нӑҫланать. Ҫакӑ ти­вӗҫлӗ канури ҫынсене общество пу­рнӑҫне хутшӑнма ырӑ майсем йӗркелет. Практика кӑтартса панӑ тӑрӑх, пур­нӑҫра хас­тар пулни унӑн паха­лӑх­­не чылай­ ҫул­лӑ­ха ҫӳ­л­лӗ шайра сыхласа хӑварма пу­лӑшать!

Хисеплӗ туссем, эсир чунӑрпа ҫамрӑк, ӑс-тӑн тата кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем тӗ­лӗ­шӗнчен те ҫирӗп. Сирӗн ӑрӑ­вӑр хӑйӗн кун-ҫулӗнче чылай йывӑрлӑх тата хӗн-хур тӳс­се ирттернӗ, анчах та ҫав син­­керсем си­ре хуҫайман, чун хавалне тата та ҫирӗп­летнӗ кӑна. Ҫамрӑксем сирӗнтен тӗ­с­лӗх илме, сирӗнпе танлашас тесе тӑрӑшма тата ма­лаш­лӑхалла шан­чӑклӑн пӑх­ма тивӗҫ.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-ҫул, иксӗлми вӑй-хал тата ырӑ шанӑҫ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                                                        М.Игнатьев



01 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter