Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алла Салаевăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Шупашкар хула администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ Алла Салаевăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Алла Салаевăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн  должноçне йышăнма  сĕннĕ, Чăваш Ен Правительствинче социаллă ыйтусемпе ĕçлеме  шаннă. Михаил Игнатьев ăна эффективлă ĕçлеме пĕлекен пуян опытлă çын тесе хакланă. Муниципалитет шайĕнче ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынине, халĕ малалла республика шайĕнче те тӳрĕ кăмăлпа кăтартуллă, малтанхи ĕç опытне тĕпе хурса ĕçлесе пыма каланă. Алла Салаева Михаил Игнатьева хăйне шаннăшăн тав тунă,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан курса малашне те тĕпе хурса ĕçлеме шантарнă. «Федераци шайĕнчи министерствăсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме тивĕ, енчен те региона хушма инвестици явăçтарас тесессĕн», - тенĕ  регион Ертӳçи Михаил Игнатьев. Калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алла Салаевăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Алла Салаева – педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, 2003 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа Шупашкар администрацийĕнче культура пайĕнче ертӳçĕ пулса ĕçленĕ, хыççăн 2012 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн должноçĕнче тăрăшнă. Пур çĕрте те хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тĕплĕнрех



01 октября 2015
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter