Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчерни ватă çынсен кунĕ ячĕпе республикăри ветерансене саламланă

 


Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятисенче пулнă. Унпа пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Самойлова çĕренĕ. Шупашкарта Михаил Игнатьев Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕ ыр кăмăллăх концертĕнче ватăсене сума сунса чун-чĕререн саламланă. Уяв концерчĕ пуçланиччен чи малтан Михаил Игнатьев мероприяти валли ятарласа тăратнă куравсене пăхса çаврăннă. Уявра регион Ертӳçи ветерансене республика ырлӑхĕшĕн нумай çул тӳрĕ кӑмӑлпа ĕç­ле­нĕ­шĕн, Чӑ­ваш Ен аталанӑвĕнче хывнӑ курӑм­лӑ тӳпе­шĕн пĕтĕм чунтан тав тунă, ырлăх-сывлăх вăрăм ĕмĕр суннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун республикăра ватăсенчен 90 проценчĕ патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе усă курнине палăртнă. Кăçалхи çул çак тĕллевпе республика хыснине 2,2 млрд. тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Кăтарту 2014 çулхипе танлаштарсан 10 процент ытларах. Ветерансене социаллă пулăшу парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, ветерансен организацийĕн председательне   Владимир Мидукова тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачне, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ Валентина Теллина Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. «Чӑ­ваш Респу­б­ликин ĕç ве­теранĕ» ята тивĕçнисене удостоверенисем парса чысланă.

 Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансене хисеплесе ирттернĕ уява хутшăннă. Палăртнă мероприяти «Химик» Культура керменĕнче пулнă.   Уява пухăннă аслă ăрури çынсене саламланă май, Михаил Игнатьев çак çынсем çулсем иртсе пыраççĕ пулин те, яланах чун-чĕрепе çамрăк пулнине палăртнă, паянхи ветерансене пула, Çĕнĕ Шупашкар хули çĕкленсе ларнине асăннă. Çамрăксен тĕллевĕ – хулан сăн-сăпатне упраса, ăна тата та хăтлăрах илемлетсе пырасси. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра ватăсене хисеплесе сахал мар ĕç пурнăçланине каланă. Вĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе: спорта çӳреме, культура мероприятийĕсене хутшăнма, хăйсен пултарулăхне аталантарма кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе панине палăртнă. Юлашки пиллĕк çулта аслă ăрури çынсем спорта куллен çӳрени пурне те савăнтарать. Кăтарту та ку енĕпе самай ӳснĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе вăхăтра тивĕçтернине кура, вĕсен пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланни те куçкĕретех. Медицина пулӑшӑвĕ паракан тытӑм тухӑҫлӑ ĕç­лени Чӑваш Енри халӑх пур­нӑ­çĕн вӑтам тӑршшĕне юлашки виçĕ çул хушшинче 2,5 çула çити пы­сӑк­латма пу­лӑшрĕ. Нумай пурӑнакансен йышĕ 18 процент чухлĕ ӳс­рĕ. Хальхи вӑхӑтра Чӑ­ваш Ен­ре 100 çул урлӑ каçнӑ 58 çын пурӑнать, 80-85 ҫултан иртнисен шучĕ вара – пи­лĕк пин ытла. Михаил Игнатьев ветерансене наградăсем парса хавхалантарнă. Общество пурнăçне хастар хутшăннисене Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă. Уявра ветерансене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята, Çĕнĕ Шупашкар хулине 55 çул çитнине палăртса юбилей медальне, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн  министерствин Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Хисеплĕ ветерансене çакăн пекех Çĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕ Олег Матвеевпа Олег Бирюков ăшшăн саламланă, çирĕп сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-çул, иксĕлми вӑй-хал тата ырӑ шанӑҫ суннă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Пирĕн патшалӑх политики ветерансем валли лайӑх хутлӑх йĕркелессине тата ватӑ­сене сума сӑвассине тĕпе хурать. Ҫакӑ ти­вĕçлĕ канури çынсене общество пу­рнӑҫне хутшӑнма ырӑ майсем йĕркелет.

 Тĕплĕнрех



01 октября 2015
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter