Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Резников Михаил Сергеевича Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ пулса ĕçлеме уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Михаил Резниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Регион Ер­тӳçи  Михаил Игнатьев Михаил Резникова патшалăхăн яваплă должноҫне йышăнма сĕннĕ. «Эсир хăвăра шанса панă ĕçе эффективлă пурнăçласа пынине пула Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ кăтартуллă ĕçлени куçкĕретех. Çавна май Сире малашне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулма ыйтатăп, республикăра экономика пайне, промышленноçпа строительство, ял хуçалăхĕпе энергетика тытăмне, ЖКХ тата та ытти ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе пырассине шанатăп», - тенĕ вăл.  Михаил Резников Чăваш Ен Пуçлăхне хăйне шаннăшăн тав тунă. Сăмах май, вӑл хăй республикăра пурĕ 12 çул тăрăшнине асăннă. «Малтанласах питĕ йывăрччĕ. Халĕ юлашки пилĕк çул хушшинче ĕçлеме кăштах çăмăлланчĕ. Çак палăртнă тапхăрта заводра производство калăпăшне виçĕ хут ытла ӳстертĕмĕр. Тупăш пайĕ те пысăкланчĕ», - палӑртнӑ Михаил Резников Чăваш Ен халăхӗн ыр­лăхĕшĕн малашне те ырми-канми тăрăшса вӑй хума шантарнă май. «Пирĕн республика Раççей Федерацийĕн ăнăçлă ĕçлекен субъекчĕсен йышне кĕтĕр тесе тă­рăшăпăр», - тенĕ вӑл сӑмахне малалла тӑсса.  «Чăваш Ен экономика тĕ­лĕшĕнчен çирĕп аталанса пыракан регион пулмалла. Сирĕн ĕç опычĕ пуян. Эсир нихăçан та пĕр вырăнта тăмастăр, малалла ăнтăлатӑр, çитĕнӳ тӑвас тесе ĕçлетĕр. Ҫавна май экономика аталанăвне çĕнĕ вӑй кĕртме пултарасса шанатпӑр», - тенĕ Михаил Игнатьев ăна малашнехи ĕçре кăтартуллă ĕçлеме сунса. Калаçу вĕçленес умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Сергеевич Резникова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ пулса ĕçлеме уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех  



01 октября 2015
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter