Чăваш Республикин Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Админи­стра­цийӗн Ертӳçи пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çи­рĕплетнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Ми­нистрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Пуç­лăхĕн Администрацийӗн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи Юрий Васильева малалла та пĕрле ĕçлеме, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Админи­страцийĕн Ертӳçин должноçне йышăнма сĕннĕ. Юрий Васильев Михаил Игнатьева хăйне шаннăшăн тав тунă. Республика Пуҫлӑхӗ çак виçĕ çул хушшинче Юрий Васильев Администраци аппаратĕнче тӳрĕ кăмăлпа, эффективлă тата тивĕçлĕ ĕçленине, хăйĕнчен мĕн килнине пурне те туллин пурнăçланине, лартнă тĕллевсене татса панине каланă. «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн аппаратне реорганизациленӗ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн тытăмӗнче те çĕ­нĕ­лĕхсем пулĕç. Çитес вăхăтрах тивӗҫлӗ документа çирĕплетме Сирĕн пата илсе çитерĕпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Юрий Васильев.   Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçин тĕллевĕ – регионти, шалти политикăна, муниципалитет пĕр­лешĕвĕсенчи ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăрасси пулнине асăннă.  «Вырăнти хăй тытăмлăхӑн çĕнĕ йышӗ йĕркеленчĕ. Пурĕ 3746 депутат суйланнă.  Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене суйлас ĕç тап­хăрĕ пуçланнă. Кадрсене шанăçлисене, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пĕ­лекенсене лартмалла. Ку ĕçре йăнăшсем пачах та тумалла мар. Пирĕн пурин те саккуна пăхăнса, тĕрĕс ĕçлемелле, кашни ыйтăва çийĕнчех татса памалла», - тенĕ регион Ертӳçи, Юрий Васильева Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме суннӑ май. Калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев  Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Админи­стра­цийӗн Ертӳçи пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çи­рĕплетнĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине Юрий Васильев 2014 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнчен тытӑнса ертсе пырать, унччен маларах вӑл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин пĕрремĕш çумĕн – Администрацин шалти ĕç политикин управленийĕн пуçлăхĕн, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн, Шупашкарти Ленин район адми­нистрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн  должноҫӗсенче ӗҫленӗ. Пур ҫĕрте те  хăйне шанса панă ĕçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Тĕплĕнрех



01 октября 2015
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter