Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Юрма» агрохолдингăн генеральнăй директорĕпе Владимир Ермолаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи пысăк агропредприяти «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Владимир Ермолаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  предприятийĕн ĕç коллективне тата хăйне ертӳçĕне уяв ячĕпе саламланă, пуласлăхри ĕç планĕпе паллашнă, агрохолдинг ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.  Владимир Ермолаев хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕ инкубатор ĕçĕ пирки каласа кăтартнă, ăна шăпах та регион Ертӳçи торжествăлла майпа авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçнă чухне хутшăннăччĕ. Чăх-чĕп ĕрчетес ĕç куллен аван пурнăçланнине пĕлтернĕ гендиректор. АПК аталантарас приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ май, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса агропредприяти çитес вăхăтра çулталăкне предприяти 50 пин тонна чăх-чĕп аш-какайне тирпейлесе илме палăртса хунине каланă.  Предприяти кунсăр пуçне ытти таварсене калăплассипе те курăмлă ĕçлесе пырать. Кăçалхи çул 8 уйăх хушшинче палăртнă организаци чăх-чĕп аш-какайне пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 81 процент ытларах тирпейленине пĕлтернĕ ертӳçĕ. Калаçу вăхăтĕнче сысна ĕрчетессипе ĕçлесси пирки те сăмах пуçарнă. Владимир Ермолаев малашне те çак палăртнă тытăмпа ĕçлеме кăмăл пуррине каланă, пуласлăхра теплицăсем те хута ярассине пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май. Ку хутĕнче «Садовый» микрорайона аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки те канашланă. Кунта шăпах та, «СУОР» строительство компани ĕçне Владимир Ермолаев йĕркелесе ертсе пырать. Кăçалхи çул 80 пин кв.м чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси пирки тĕллев лартнине каланă гендиректор. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Ермолаева хăйĕн бизнеса аталантарма пысăк пуçаруллă çын пулнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Республикăри агропредприятисенчен чи пысăкки «Юрма» агрохолдинг пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев, предприяти пĕр тан питĕ лайăх аталаннине каланă.



12 октября 2015
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter