Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов  шкул çулне çитмен ачасен вĕренӳ учрежденийĕсенче апатлантарнăшăн тӳлемелли хаксем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан апатланнăшăн хаксем ӳсменнине палăртнă министр. Кунĕпе ача садĕнче пурăнакан ачасене апатлантарма Хĕрлĕ Чутайĕнче вăтамран 43 тенкĕ кайса ларнине палăртнă министр. Шупашкарта вара хаксем кăшт урăхларах 84 тенкĕ патне çитиччен пулнине каланă. Палăртнă тăрăх, 2016 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра хаксем ӳсесси паллă, республикăри 11 муниципалитетра 1-5 процента  çити хăпарĕ. Вĕсем: Улатăрта, Элĕкре, Канашра, Куславккара, Каçал енре, Муркашра, Çĕрпӳре,  Шупашкарта, Çĕмĕрлере,  Елчĕкре, Тăвай районĕсенче. 5-10 процента çити ултă муниципалитетра хăпартасси паллă: Вăрнарта, Хĕрлĕ Чутайра,  Сĕнтĕрвăрринче, Пăрачкавпа Вăрмар районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта.  Шупашкарта, Канашра тата Патăрьел районĕнче 10-15 процента çити ӳсесси паллă. Шăмăршă районĕнче 19 процента çити ӳстерме палăртнă. Хаксене пачах те ӳстермен муниципалитетсем те пур: Йĕпреç, Красноармейски, Етĕрне районĕсем тата Çĕмĕрлемпе Улатăр хулисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăм муниципалитетсенче хаксене çав тери пысăк хăпартнăшăн критиклесе илнĕ. Ял тăрăхĕсенче пахча-çимĕç таварĕсене вырăнтах хатĕрлеççĕ, ăна кура та ачасене апатлантарнăшăн тӳлемелли хаксем сăлтавсăр ӳсмелле маррине çирĕп асăрхаттарса хăварнă.  «Хаксене сăлтавсăрах пысăклатма юрамасть. Халăхăн тупăш пайĕ кун пек хăвăрт ӳссе пымасть. Кун пекех пулсан, ĕçе общество тĕрĕслевне явăçтармалла. Таварсен пахалăх шайĕ пирки те тĕплĕн шухăшламалла. Япăх апатпа ачасене апатлантарма пирĕн юрамасть», - тенĕ регион Ертӳçи калаçăва малалла тăснă май. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова кăçалхи çул 8 уйăх хушшинчи социаллă сферăра апатлантарнин хакĕ пирки ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă. Сывлăх сыхлавĕн учредженийĕсенче çынсене кунне 103 тенĕклĕх, социаллă пулăшу паракан учрежденийĕсенче 113 тенкĕлĕх çитернине пĕлтернĕ. Малашлăхра хаксем ӳсесси  çинчен те пĕлтернĕ вăтамран виçĕ процента çити хаксем хăпарассине асăннă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хутса ăшăтмалли тапхăр республикăра еплерех пуçланни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан кĕркуннепе хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра тата туллин пурнăçланине каланă министр. Хутса ăшăтмалли тапхăрпа чи малтан Патăрьелĕнче, Муркашра, Шупашкар районĕнче, Етĕрнере, Елчĕкре, Тăвай районĕсенче, Канаш тата Шупашкар хулисенче пуçланă. Чи кайран ăшăпа халăха тивĕçтернĕ районсем: Элĕк районĕпе Çĕмĕрле  хулинче  ĕçе кӳлĕннине палăртнă. Республикăра 10 процента çити  вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене туллин тивĕçтернĕ. Республикăра нумай хваттерлĕ  8 çурта ăшăпа халлĕхе тивĕçтереймен, вĕсенче хутса ăшăтмалли системăна харпăр хăй тĕллĕн ĕçлемелли тытăм çине куçарас ĕç пырать. Министр хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр муниципалитетсенче хутса ăшăтнăшăн  çут­çанталăк газĕшĕн парăмсем пуçтарăнса кайнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, парăмсем газшăн пачах та çак администрацисен çук: Патăрьелсен, Хĕрлĕ Чутайсен, Муркашсен, Шăмăршăсен, Елчĕксен, Тăвайсен. Кăштах парăмсене парса татайман районсем шутне – Вăрнарсем, Куславккасем, Сĕнтĕрвăррисем Улатăрсем, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем кĕреççĕ. Чи пысăк парăм Шупашкар хулин пуçтарăннă. «Коммунальные технологии» управляющий компанипе хула ертӳлĕхĕн çирĕпрех пулмалла.  Енчен те килĕшнĕ пек ĕçе пурнăçласа пымасан малалла ĕçлессипе ĕçлес марри пирки шухăшласа пăхмаллине палăртнă регион Ертӳçи. Чăваш Республикин транспорт тата çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕ  Владимир Доброхотов кĕркунне тата хĕллехи тапхăрти çул-йĕрсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр каланă тăрăх, служба юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчен хĕллехи режима куçнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче вăтам тата пĕчĕк бизнес тытăмне промышленноç пайĕпе ĕçлеттерессипе çыхăннă ыйтупа Раççей-Итали ĕç ушкăнĕн   XXIV-мĕш ларăвне йĕркелесе ирттерессипе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа хăварнă. Чăваш Ене Италирен 40 ытла бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсем килме хатĕрленнĕ. Чăваш Енрен палăртнă мероприятине 20 представитель хутшăнма кăмăл тăвать. Çак мероприятинче ют çĕршыври партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тĕрлĕ майсем шырамаллине асăннă ертӳçĕсем. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Пĕтĕм Раççейĕпе географи диктантне хатĕрленни пирки чарăнса тăнă. Вырӑс географи обществи Пӗтӗм Раҫҫейри диктант йӗркелет. Ун пек диктант ирттерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин маларах асӑннӑ обществӑн XV сьездӗнче сӗннӗ. Диктант чӳкӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех иртӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем географие епле пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Вӑл ҫынсен географи пӗлес ӑсталӑхне палӑртӗ. Диктанта ҫӗршывра пурӑнакан кирек кам та хутшӑнаять. Диктант ҫырас кӑмӑллисене пурне те пӗр пек ӗҫ хушӗҫ. Диктант теми «Манӑн ҫӗршывӑм — Раҫҫей». Чăваш Енре диктанта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркелеме палăртнине каланă министр. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Енрен сумлă делегаци Мускавра «Ылтăн кĕркунне» Пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравне хутшăнни çинчен каласа кăтартнă. Пурĕ курава 2500 предприяти тĕрлĕ çĕршывсенчен хутшăннине асăннă. Сергей Артамонов министр хăйĕн сăмахĕнче регионтан кайнă делегаци куравра пур ĕçе те хутшăннине каланă. Мускавра Ял хуçалăх министерствин ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи 20 предприяти хăйсен пахалăхлă таварĕсене хатĕрлесе тăратнине, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Ен пурĕ 50 медале тата икĕ Тав çырăвне тивĕçнине каланă.



12 октября 2015
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter