Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви 2015 çулхи авăн уйă­хĕнче хатĕрленĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицине çирĕплетсе тата 16 пункт çӳлерех хăпарнă

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви 2015 çулхи авăн уйă­хĕнче хатĕрленĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицине çирĕплетсе тата 16 пункт çӳлерех хăпарнă. Раççейри чи витĕмлӗ губернаторсен рейтинг кăтартăвне экспертсем хупă анкета мелĕпе ыйтса пĕлсе хатĕрленĕ. 2015 çулхи авăн уйăхĕнче ирттернĕ тӗпчеве 25 эксперт хутшăннă: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем. «Ҫак регионсен пуçлăхĕсен федераци шайĕнчи (РФ Пре­зиденчĕн Администрацийӗнчи, РФ Правительствинчи, РФ Федераци Пухă­вӗнчи, парти тата бизнес-элитинчи) витӗмлӗхне Эсир пĕр­ререн пуçласа вуннă таран виҫепе палӑртса мĕнлерех хакланӑ пулăттăр?» текен ыйтăвăн хуравне тишкернӗ. Кандидатсен витĕмлӗхне малтан кашни эксперт хак парать, кайран эксперт хаклавӗсен вăтам пӗлтерӗшне (вӑтам балл) шутласа кӑлараççĕ. Рейтинг пĕтĕмлетĕвӗ эксперт пĕрлешӗвӗсен лидерĕсем Раççейри мӗн­пур регион пуçлăхĕн витĕмлĕхӗ тӗлӗшпе тунӑ пĕрлештернӗ хаклава палӑртать.



13 октября 2015
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter