Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридически факультечĕн активĕпе тĕл пулнă

 


Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров И.Н. Ульянов ячĕллĕ  Чăваш патшалăх университетĕнче юридически факультетĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Палăртса хăваратпăр, Николай Федоров çĕнĕ должноçре Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа пĕрремĕш хут килсе çитнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ  ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хутшăннă. Пухăннă студентсене саламланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче палăртнă университет ачасене пĕлӳ паракан наукăпа вĕренĕвĕн пысăк центрĕ шутланнине каланă. «Раççей Вĕренӳ министерствин мониторингĕ тăрăх, çак аслă шкула чи эффективлă ĕçлекен учрежденисем шутне кĕртнĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çамрăк пултаруллă, пуçаруллă представительсене пулăшас енĕпе регионта тĕллевлĕ политика тытса пыратпăр тенĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин ертӳçи Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2011-мĕш çулта янă Çырура та çамрăксене ĕненмелле, шанмалла тенĕччĕ. Шухăшлама тата ĕçлеме юратакан çын - общество никĕсĕ. Шăпах та çак Çырура ĕнтĕ пуçаруллă çамрăксене аталанма майсем йĕркелесе парассипе стратегиллĕ çул-йĕрсем палăртса хăварнă пулнă. «Чăваш Енĕн, пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси шăпах çамрăк ăру представителĕсенчен нумай килет. Çавăнпа та влаç органĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ - этеме пурнăçра ăнăçтарма условисем туса парасси: кашни çамрăк çын хăйĕн интеллект тата пултарулăх вăй-хăватне туллин уçма, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, суйласа илнĕ çĕрте хăйне тивĕçлипе кăтартма пултартăр», - тенĕ вăл. Ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă инноваци, эксперимент проекчĕсен республика конкурсĕ, çамрăксен пуçарăвĕсене грант парса пулăшни, çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни, тата ытти те пĕтĕмпех çамрăк çитĕнекен ăрăва витĕм кӳнине çирĕплетеççĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулас юристсене республикăра, федераци шайĕнче иртекен мероприятисенче хастар хутшăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче те пысăк паха пĕлӳллĕ юристсем сахал пулнине,  пур-пĕрех çак специальноçе алла илнисене тăтăшах ыйтнине палăртнă. Пысăк профессиллĕ юристсем çителĕксĕр пулни никамшăн та вăрттăнлăх маррине каланă. «Республика Ертӳçи çав тери нумай  тĕрĕс сăмахсем каларĕ. Михаил Игнатьев шухăшĕпе эпĕ те килĕшетĕп», - тенĕ калаçăва  малалла тăснă май Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров.  Сенатор пулас юристсене карьера ĕçĕнче харпăрхăй интересĕсемшĕн кăна тăрăшмалла маррине, шанса панине кирлĕ пек шайра пурнăçлассишĕн яваплăха туйса ĕçлеме кирлине çирĕппĕн палăртса хăварнă. Аслă шкулăн ректорĕ Андрей Александров учрежденийĕн çитĕнĕвĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă, пухăннисен ячĕпе Николай Федорова çак çĕнĕ должноçе йышăннă ятпа саламланă. Тĕлпулу вăхăтĕнче студентсем  сумлă хăнасене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă. Ытларах паянхи çамрăка çарпа патриотизм теми, пуçаруллă çамрăксене витĕм кӳни тата ытти темăпа çыхăннă ыйтусем хумхантарнă. Студентсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн тата çĕршывăн пуласлăхĕ сирĕн алăра тенĕ, Чăваш Ен Правительстви çамрăксен проекчĕсене пулăшу кӳме яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



13 октября 2015
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter