Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн кулленхи ларăвне хутшăннă. «Социс-М» социологсен обществăлла организацийĕн директорĕ Дмитрий Борцов хăйĕн сăмахĕнче 2015 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлав кунĕн пĕтĕмлетӳ ĕçĕн тишкерĕвĕпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, çав кун 1184 суйлав участокĕнчен 19-шĕнче суйлавран сасăласа тухнисемпе социалогиллĕ ыйту ирттернине каланă. Вĕсем пурĕ 5300 çынăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнине асăннă, суйлавçăсенчен 32 проценчĕ хăйсен шухăшĕ пирки пĕлтерме васкаманнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан тĕпчевçĕсен кăтартăвĕсем официаллă пĕтĕмлетӳсемпе танлаштарсан пĕтĕмпе те 1,1 процент çеç уйрăмлăх пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев çакăн пек тĕпчев ĕçĕсене ирттерни питĕ паха пулнине асăннă. Малашлăхра çакăн пек майсене суйлав вăхăтĕнче тăтăшах, анлăрах усă курмаллине палăртса хăварнă. Енчен те суйлав кирлĕ пек шайра, кăтартусем çӳллĕ пулччĕр тесессĕн кашни гражданпа индивидуаллă ĕçлемеллине палăртнă. Пухăннисем Чăваш Республикин общество тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккун проектне экспертиза витĕр кăларнă. Шупашкарти  кооператив институтĕнче кафедра заведующийĕ пулса ĕçлекен Николай Петренко хăйĕн сăмахĕнче уйрăм саккун проекчĕсем пирки чарăнса тăнă. Ларура Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ - Патшалăх-право управленийĕн пуçлăхĕ Лариса Силова хăйсен сăмахĕсенче уйрăм сĕнӳсем панă. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Общество канашĕн председателĕ  Нина Семедова-Полупан докладра   канашăн 2015 çулхи IV-мĕш квартăл ĕç кăтартăвĕсем пирки тата 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллев çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.   Тĕплĕнрех



14 октября 2015
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter