Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Таса Татиана православи чиркĕвĕнче Пукрав праçникне халалланӑ ирхи кĕлӗре пулнӑ

 


Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Таса Татиана православи чиркĕвĕнче Пукрав праçникне халалланӑ ирхи кĕлӗре пулнӑ. Турра мухтаса сӑ­вап­лакан кӗлле Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Владыкăна православи тӗнӗн ҫак пысăк та паллӑ уявӗ ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Раççейре ĕненекенсем Пукрав праҫникне яланах юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, вăл кĕркуннехи чи сумлă уяв шутланать. Пирĕн çĕршывра Тасаран таса Турӑ Амӑшӗн Хӳтлӗхӗ ячӗпе ҫӗкленӗ 1300 ытла чиркӳпе ытти культ объекчĕ ӗҫлет. Тĕплĕнрех



14 октября 2015
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter