Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Чи малтанах республика Ертӳçи Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ министерстви хатĕрленĕ рейтингра Чăваш Республикинчен вĕренӳ заведенийĕсем  чи лайăх шкулсем шутне кĕнине пĕлтернĕ. Раççейри 500 чи лайăх вĕрентекен шкулсем шутне Шупашкарти 7 шкул, Çĕнĕ Шупашкарти икĕ шкул хисепе тивĕçнине палăртнă. Ялсенчи шкулсен пахалăхне тишкернĕ хыççăн, чи лайăх 200 шкул суйласа илнĕ. Ку хисепе Чăваш Енрен 12 шкул тивĕçлĕ пулнă, вĕсем: Вăрмартан, Патăрьелĕнчен, Тăвайран, Муркашран, Вăрнартан, Елчĕкрен, Пăрачкавран, Каçал енчен. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта Раççейĕпе чи лайăх 500 шкул шутне Чăваш Республикинчен 6 хула шкулĕ,  ял тăрăхĕсенче вырнаçнă 5 шкул хисепе тивĕçнине  аса илнĕ. Кăçал кăтарту уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕрентӳ пайĕн шайĕ куçкĕретех ӳссе пынине палăртнă.  Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев шкул директорĕсене çакăн пек пысăк кăтартусемпе ĕçлеме пĕлнĕшĕн ырланă, чăннипех те вĕрентӳ тытăмĕнче ăста та пултаруллă учительсем ĕçленине каласа хăварнă. Михаил Игнатьев регион бюджечĕ пирки сăмах пуçарнă май, халăха социаллă пулăшу панин витĕмлĕхĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2015 çулта республика хыснине 5,652 млрд  тенкĕлĕх бюджет кредичĕ куçнине асăннă. «Калăпăр, нумаях пулмасть республика бюджетне тата та хушма укçа 369,1 млн тенкĕ куçрĕ. Пулăшупа патшалăх парса тивĕçтерекен пособисене тӳлеме тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама куçарăпăр», - тенĕ республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. Сăмаха май, 2016-мĕш çул валли те Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен регионĕсене пурĕ 140 млрд. тенкĕ тăкаксене  саплаштарма уйăрасси паллă пулнине аса илсе хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа региона Федераци бюджетĕнчен хушма пулăшу куçарассипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнине пĕлтернĕ.   Раççей Федерацийĕн Финанс Министрĕ республика бюджечĕ çинчен тата аргументлă расчетсене тăратма ыйтнине асăннă. Республикăри граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăвне те туллин тивĕçтерĕпĕр тесе уйрăмах палăртса хăварнă. Хальхи вăхăтра Раççей Правительстви социаллă пулăшусен эффективлăхне ӳстерме тĕллев лартать. Раççей Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев тепре чухне бюджетран куçарса паракан пулăшу яланах эффективлă, адреслăн пулманнине те асăнать. Пулăшусемпе çемье бюджечĕ хĕсĕк марисем те  тивĕçнине палăртнă. «Ыйту çав тери кăткăс. Пур енлĕн тĕрĕс тишкерме пĕлмелле.  Палăртнă ыйтăва тĕпчеме Правительствăна та, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне те, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партине сĕнетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче ларура ЗАГСне оптимизацилесси пирки те канашланă. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева хăйĕн докладĕнче çапла каланă: «Статистика кăтартăвĕ хуласенче ЗАГС пайĕ икĕ хут та ытларах ĕçленине çирĕплетет. Кăтарту цифрăсенче те паллă. Калăпăр, çемье çавăрас текенсенчен 80 проценчĕ хула ЗАГСче регистрациленме кăмăл тăвать», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май.   Çавăнпа та малашне Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле районĕсенчи ЗАГС пайĕсене хуласене куçарма палăртнă тесе каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Патшалăх наградисене парса тивĕçтерессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2030-мĕш çулчченхи прогнозпа паллаштарнă. Михаил Игнатьев доклада итленĕ хыççăн çапла каланă: «Республикăра халăхăн ĕç укçин шайĕ ӳссе пымалла. Кун çинчен пĕрре мар каланă, уйрăмах ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсен. Унсăрăн халăх ытти пысăк хуласене тухса кайса ĕçлесси те пăрахăçланмĕ», - тенĕ вăл, хатĕрленĕ ĕç хутне тепĕр хут сĕнӳсене шута илсе çĕнетме хушса хăварнă. Ларура пухăннисем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă. Çак асăннă программа Чăваш Республикинче 2014-2043-мĕш çулччен ĕçлĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов  хăйĕн сăмахĕнче планпа килĕшӳллĕн пурĕ республикăра нумай хваттерлĕ 425 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Плана юрăхсăра тухнă çуртсене юсав ĕçĕсене йĕркелеме кĕртмен. Çуртсене пĕтĕмпех юсав ирттересси пирки вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле килĕшсе йĕркене кĕртсе хăварнине асăннă. Пĕтĕм объекта тирпейлеме пурĕ 606 млн 158 пин тенкĕ куçарма палăртса хунă. Сăмаха май, регион Ертӳçи халăхран юсавшăн пуçтарăнакан укçа пирки те ыйтса пĕлнĕ. Калăпăр, хăш-пĕр муниципалитетсенче халăх укçана вăхăтра тӳлесе пырать, тепĕр-тепĕр районпа хуласенче вара çынсем сахал тӳлени те куçкĕретех. Малашне тен, енчен те лару-тăру хăш-пĕр муниципалитетсенче çивĕчленсен, çуртсене малтанласах плана тен каярах кĕртсе хăвармаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă, ыйтăва  тĕплĕн тишкерме хушнă регион Пуçлăхĕ. Ку хутĕнче агропромышленноç секторне модернизацилеме тăкакланă укçа-тенкĕне каялла субсиди мелĕпе куçарса парассипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă, йĕркине çирĕплетсе хăварнă. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви ку енĕпе бюджетран 800 млн. тенкĕ куçарса парассине пĕлтернĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. «Раççейĕпе пăхас пулсан, укçа-тенкĕ пысăк мар. Ăна та явăçтарассипе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ларура наркотикран асăрханас тĕллевпе тĕрлĕ шайри шкулсенче ачасене ятарласа медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллине палăртнă, унăн йĕркине те çирĕплетсе хăварнă. Пулас яшсене хĕсмете тăратассипе çыхăннă ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсене йĕркелени. Çĕнĕ комитет тата министерствăн функцийĕпе тĕллевĕсем пирки тĕплĕн тишкерсе тухнă, ĕç йĕркин документне çирĕплетнĕ. Пухăннисем ытти ыйтусене те тишкернĕ кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.   



15 октября 2015
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter