Раççейпе Итали хушшинчи пĕчĕк тата вăтам бизнес çыхăнăвĕсене йĕркелессипе тунă Ĕç ушкăнĕн ларăвне Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


 Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейпе Итали хушшинчи  пĕчĕк тата вăтам бизнес çыхăнăвĕсене йĕркелессипе тунă Ĕç ушкăнĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлĕх тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнă. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулнă. Итали делегацийӗн йышӗнче бизнес тытăмĕнчи ертӳçĕсем, ăна Джузеппе Триполи ертсе пынă. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Италийĕн Экономика министерствине аталантарассипе  тата интернационализаци облаçĕнчи политикăн Генеральнăй директорĕ, Ĕç ушкăнĕн Председателĕн çумĕ Джузеппе Триполи, Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствин вăтам тата пĕчĕк бизнеса витĕм кӳрессипе ĕçлекен Департаментăн директорĕ, Ĕç ушкăнĕн  Раççей Федерацийĕ енчен Председателĕн çумĕ  Наталья Ларионова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Раççейрен тата Италирен пухăннă официаллă çынсем, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пуçтарăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Экономика министерствине çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Енре ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Регион Ертӳçи хăйĕн докладĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев республикăра инвестици ĕç климатне лайăхлатма пĕрин хыççăн тепĕр ĕçе йĕркипе йĕркелесе пыни, конкуренци вăйланни, ĕç климатне улăштарни ытларах пулăшнине асăнса хăварнă. «Раççейре инновацилле вăйлă аталанакан пилĕк регион шутне Чăваш Республики кĕнĕ. Наци рейтинг кăтартăвĕ тăрăх та, Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх вунă регионĕ шутне кĕртнĕ. Бизнеса ураланма чăннипех те пур условисем те çителĕклĕ республикăра», - тесе палăртса хăварнă регион Ертӳçи. Паянхи куна республикăра информаципе консультаци инфратытăмĕ кирлĕ пек аталанать. Бизнеса финанс тата пурлăх енчен те витĕм кӳресси лайăх пурнăçланать. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем пирки те Пĕрлĕхлĕ информаци базинче çителĕклĕ хыпарсем вырнаçтарнă. Промышленноç паркĕсен объекчĕсене вырнаçтарас текенсемшĕн 617 га пушă выртакан çĕр пур. Инвесторсем хăйсене килĕшнĕ пек çĕр лаптăкĕсене те суйласа илме пултараççĕ, инфратытăм та пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Италирен килнĕ сумлă делегацине Чăваш Республикинче бизнеса аталантарма майсем пуррине, регионта электротехника кластерне йĕркеленнине, кадрсене хатĕрлеме республикăри аслă шкулсенче ятарласа пĕлӳ пухма майсем тунине каланă. Тата чи кирлине палăртнă, Чăваш Республикинче обществăлла политика лару-тăрăвĕ çирĕп пĕр тан лайăх аталанса пырать. Тепĕр тесен калас пулать, Чăваш Республики географи тĕлĕшĕнчен те питĕ лайăх вырăнта вырнаçнă. Мускавран та ытлашши аякра мар, пуласлăхра пысăк хăвăртлăхпа илсе çӳретекен чукун çулĕ те хута кайĕ, транспорт енчен нимĕнле кăткăслăх та çук. «Мускав-Хусан» магистраль ĕçлеме тытăнсан, шанатпăр, республикăн экономики тата та çӳлелле хăпарса каясса. Михаил Игнатьев Италирен килнĕ хăнасене стратегиллĕ проектсен ĕçне активлăрах хутшăнма сĕннĕ. Калăпăр, промышленноç, ял хуçалăх, энерги тухăçлăхĕн технологийĕсем, стрительство, туризм кластерĕсене аталантарассипе ĕçлеме пулать. Раççей Федерацийĕнчи Итали Посольствин экономикăпа суту-илӳ пайĕн пĕрремĕш секретарĕ Никола Йованович хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек мероприятисене йĕркелесе ирттерни, чăннипех те икĕ еншĕн  те çав тери усăллă пулнине каланă. Итали хăйĕн çĕнĕлĕхе тĕпе хурса ĕçлекен технологине Раççей экономикине тăратма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Итали Раççей тата Чăваш Енпе килĕшсе ĕçлесшĕн, юнашар пулассишĕн тăрăшать. Промышленноç пайĕнче тĕрлĕ енлĕн ĕçлеме хатĕр», - тесе каланă вăл. Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса витĕм кĕрекен Агенствăн Генеральнăй директорĕ, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Виктор Ермаков хăйĕн докладĕнче енчен те Раççейре Итали партнерĕсем ĕçлесех тееççĕ пулсан, асăннă Институт та вĕсен прависене хӳтĕлессипе яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Итали-Раççей суту-илӳ Палатин Мускаври представительствин директорĕ госпожа  Мариза Флорио хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Енчен те Итали предпринимателĕсем Раççейпе ĕçлеме шухăшлаççĕ, рынока тухас теççĕ пулсан, вĕсен чи малтанах регионсемпе паллашмалла», - тесе каланă калаçăва малалла тăснă май. РФ вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен Департамент директорĕ Наталья Ларионова Чăваш Ен  ертӳлĕхне ырланă, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине килме  йыхравланăшăн тав тунă. Вăл пухăннисене Раççейре предпринимательсене пулăшассипе йышăннă  тĕп программисемпе паллаштарнă, налуксем тата ытти  çăмăллăхсем çинчен чарăнса тăнă. Италинчен Ĕç ушкăнĕн Председателĕн çумĕ господин Джузеппе Триполи хăйсене çакăн пек ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав сăмахсем каланă, калаçусем питĕ уçăмлăн иртнине палăртнă. «Итали  предпринимателĕсем Раççей предпрнимателĕсем пекех  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесшĕн.  Чăваш Ен пире çав тери лайăх сĕнӳсем парать. Малашне те пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе аталантарса пыма тăрăшăпăр», - тесе каланă сумлă хăна. Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва тĕплĕн сӳтсе явнă, мероприяти  вĕçленес умĕн Ĕç ушкăнĕн XXIV –мĕш ларăвĕн пĕтĕмлетӳ протоколĕн ĕç хутне икĕ енлĕн алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



16 октября 2015
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter