Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен Атăлçи федераци округĕпе «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ ларăвăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


 Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки Атăлçи федераци округĕпе «çавра сĕтел»  мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ ларăвăн ĕçне, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Чăваш Ене пухăннисем суйлавпа çыхăннă кашни ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, патшалăх ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен ятарлă представительсем, Атăлçи федераци округĕнчи субъектсен суйлав комиссийĕсен ертӳçисем тата ытти çынсем пухăннă.   Ларăва Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков уçнă. Вăл хăйĕн докладĕнче Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн паллаштарнă. Палăртнă тăрăх, Раççей Федерацийĕнче авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕршыври 83 субъектра  пĕтĕмпе 10700 суйлав компанийĕ ĕçленине асăннă, пурĕ 92 пин депутата суйласа лартнине пĕлтернĕ. Атăлçи федераци округĕнчи тăватă регионта ертӳçĕсене суйланă, вĕсем: Чăваш Республики, Марий Эл,Тутарстан Республики, Пенза облаçĕ.   Çак палăртнă кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те суйлавсем иртнĕ. «Чăваш Республикинче Чăваш Республикин должноçне лартассипе иртнĕ суйлавра нимĕнле кăлтăк пулман тесен те йăнăш мар, мероприятисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те çапла лайăх, хирĕçу-тавлашусем пулманни паха. Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, суйлав питĕ çӳллĕ шайра иртнĕ, саккунпа килĕшӳллĕн уçăмлăн пулнă. Паянхи куна регионта çĕнĕрен йĕркеленнĕ ĕç тăвакан влаç органĕсем республика экономикине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлеççĕ», - тесе палăртнă вăл. «Çитес тапхăрпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Раççей Федерацин Патшалăх Думине депутатсене суйламалли вăхăт çитĕ. Ăна валли уйăрнă вăхăт çулталăкран та сахалрах юлчĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май, иртнĕ суйлавра ĕçленĕ пур çынна та чĕререн тав тунă. «Чăннипех те, суйлав юлашки çулсенчи чи пысăк ĕç пулчĕ. Пирĕн регионта çеç мар, юнашар субъектсенче те суйлав ăнăçлă иртрĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев, суйлав вăхăтĕнче пур саккунпа та килĕшӳллĕн ĕçленине асăннă. «Кăтарту куçкĕретех, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти хăйĕн пысăк авторитечĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Паян пурин те пĕр тĕллев - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра тата кирлĕ пек татса парассишĕн тăрăшмалла, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстермелле», - тесе каланă регион Ертӳçи. Республикăри хăш-пĕр суйлав комиссийĕн членĕсене наградăсем парса чысланă.  Лару вăхăтĕнче Атăлçи Федераци округĕнчи суйлав комиссийĕсен членĕсем тата ертӳçисем докладсем тунă. Тутарстан Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Экзам  Губайдуллин хăйĕн сăмахĕнче: «Шупашкарта РФ Президентне Владимир Путина тата Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева халăх питĕ хытă хисеплет, суйлавра сасăланин кăтартвĕ 50 процентран та чылай пысăкрах пулни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.  Çакăн пек пысăк хисепе тивĕçнĕшĕн, регион Ертӳçине Михаил Игнатьева саламланă.  Марий Эл Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Николай Клементьев хăйĕн сăмахĕнче ытларах йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Ларура кашни хăйсен суйлав комиссийĕсен ĕç-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех

 



16 октября 2015
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter