Çĕршыври губернаторсен эффективлăх рейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи тухăçлă ĕçлекен губернаторсен ушкăнне кĕнĕ

Граждан обществине аталантаракан фонд юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче хатĕрленĕ 10-мĕш кăларăмĕнче çĕршыври губернаторсен эффективлăхĕ рейтингра, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи эффективлă ĕçлекен губернаторсен шутне кĕнĕ, 37-мĕш вырăна тухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ рейтингра тата та 9 пункт çӳлерех хăпарнă. Атăлçи федераци округĕнчи пуçлăхсем хушшинче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ӳсĕмĕ чи лайăххи.  Пурĕ рейтингра 83 субъектăн пуçлăхĕсен ĕçне тишкернĕ. Пĕтĕмлетӳ хыççăн çакă паллă, ӳсĕмлĕ ĕçлекенсем шутне Раççей Федерацийĕн тата икĕ субъекчĕн губернаторĕ кĕнĕ – Амур облаçĕн Губернаторĕ  А.А.Козлов тата Кострома облаçĕн Губернаторĕ С.К.Ситников. Тишкерӳĕçĕнче ытларах социологи тĕпчевне, халăх шухăш-кăмăлне, патшалăх статистикин пĕтĕмлетĕвне, регионсен социаллă тата экономика аталанăвĕсене тĕпе хунă. Ку хутĕнче рейтингра регионсенче тĕрлĕ политика партийĕсене тăнăçлă пĕр шай аталанса пыма условисем йĕркеленине тата бизнес тытăмĕнче харпăр хăй ĕçленипе ăçлеменни пирки палăртакан   фактора та шута илнĕ.

 



16 октября 2015
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter