Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Республикӑри ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

            Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫул-йӗр инфратытӑмне малалла аталантарса пынӑ май эсир Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономикин аталанӑвне, районсемпе хуласене тирпей-илем кӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр.

 Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енре 890 километр тӑршшӗ ҫул-йӗр туса хута янӑ тата юсаса йӗркене кӗртнӗ. Нумай ҫул хушшинче пуҫласа картишсен террито­рийӗнчи тата вӗсен патне пымалли ҫулсене юсасси ҫине пысӑк ти­млӗхпе пӑхма тытӑннӑ. Ҫавна май регионти ялсемпе хуласенче пурӑнма хӑтлӑ май­сем йӗркеленеҫҫӗ.

2011 ҫултанпа пӗтӗмпе 960 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 500 ҫула юсанӑ. Ҫитес пилӗкҫуллӑхра эпир тата 700-тен кая мар картишпе ун таврашӗнчи ҫулсене тирпей-илем кӗртме палӑртатпӑр.

Автомобиль ҫулӗсем тӑвас енӗпе Чӑваш Енре хуласенче кӑна мар, ял ҫӗрӗнче те пысӑк ӗҫ пырать. Ял территорийӗсен 98 ытла процентне тӗп ҫулсен тытӑмӗпе ҫулталӑкӗпех усӑ курмалли майпа ҫыхӑнтарнӑ.

Чӑваш Ен ҫул-йӗр отраслӗн ӗҫченӗсен умӗнче республикӑри ҫул-йӗр тытӑмне малалла аталантарассипе, технологисене лайӑхлатассипе тата тӑвакан ӗҫсен пахалӑхне ӳстерессипе, вӗсене пурнӑҫламалли вӑхӑта майлӑрах тӑвассипе ҫыхӑннӑ яваплӑ тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Республика ҫулӗсем тӑрӑх ҫӳрекен водительсен, ҫавӑн пекех ҫуран ҫынсен ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси тӗп ыйтусенчен пӗри шутланать.

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗшӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата пултаруллӑ ӗҫ-хӗлре ҫитӗнӳсем, телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                                                  М. Игнатьев



17 октября 2015
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter