Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тракторсем кăларакан заводра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă ветерансемпе тĕл пулнă

 


Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тракторсем кăларакан заводра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă ветерансемпе тĕл пулнă. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Кăçал палăртнă завод хăйĕн 40 çул çитнине паллă тăвĕ. «Промтрактор» АУПри пуçаруллă ветеранĕсем çак завода 7 çул хушши хăй вăхăтĕнче ертсе пынă Георгий Пилярский ятне асăну палли тăвасшăн.  Ертӳçĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарта сахал мар ĕç пурнăçланă.  Чи пархатарли - тракторсем тăвакансен Культура керменĕ. Унăн ятне Пилярский ятне парсан аван пулнă пулĕччĕ теççĕ ветерансем. Чăннипех те, унăн объекчĕсем ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă сумлă ĕçтешĕсем.  Михаил Игнатьев ватăсем каланă шухăшпа килĕшнĕ, Культура керменне Георгий Пилярский ятне парсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Йышăнăва, паллах ĕçе кĕртиччен чи малтан саккунпа килĕшӳллĕн пăхса тухмаллине асăнса хăварнă. «Çав тери аван, эсир хăвăрăн ĕçри юлташăрсене манмастăр, вĕсене яланах тимлĕх уйăрма тăрăшатăр. Чăннипех те çакăн пек пысăк хисепе тивĕ çынсен ячĕ ĕмĕрех асра пулмалла. Кун пек ырă хыпарсене сирĕн кăна мар, республикăри пур çыннăн та лайăх пĕлмелле», - тесе каланă хăй шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пĕр пуçтарăннă пек чухне вăл тин çеç вăя кĕнĕ çĕнĕ Указ «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ» çинчен  тĕплĕн чарăнса тăнă. Ваттисен канашӗ ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетессишӗн яваплӑ пулмалла. Вӑл ӗҫ ветеранӗсен экономикӑри, общество пурнӑҫӗнчи, культурӑри ӗҫне ӳстерме пулӑшмалла. Ҫӗнӗ канаш обществӑпа политика тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳсем, патшалӑхӑн влаҫ органӗсем кӑларакан йышӑнусем пирки те ҫав орган хӑйӗн шухӑшне пӗлтерӗ. Канаша тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшса ят-сум тивӗҫнисене кӗртме палăртнă. Çак канаш ĕçне хастар та пултаруллă ветерансене хутшăнма сĕнĕ. «Эпĕ, хам ватăсене чĕререн хисеплетĕп. Вĕсен ĕçĕсене яланах ырăпа аса илетĕп. Пирĕншĕн сирĕн пурнăç опычĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



19 октября 2015
20:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter