Чăваш Республикин инвестици явăçтарасси ĕçне пысăка хакланă Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич

 


 Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Атăлçи федераци округĕпе Урал федераци округне кĕрекен регионсен пуçлăхĕсен çумĕсемпе ирттернĕ семинар канашлура Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич доклад тунă. Палăртнă семинар канашлу Мускаври  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин тата Раççейри халăх хуçалăх академийĕнче (РАНХиГС) пулнă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче патшалăх влаç органĕсен ĕç-хĕлĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ хăйĕн докладĕнче халăхăн ыйтăвĕнче социаллă экономика лару-тăрăвĕ йывăрланмалла марине, импорта улăштарассипе йышăннă программăсене кулленех пурнăçа кĕртмеллине, хамăрăн тăрăхра калăпланса тухакан таварсен пахалăх шайне ытларах та ытларах ӳстерсе пымаллине уйрăммăн  палăртса каланă. Халăх ыйтăвĕсене, социаллă пĕлтерĕшлисене уйрăмах туллин татса памаллине çирĕппĕн асăрхаттарнă. Пур ыйтăва та татса пама регионсенче патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсен экономика енчен лару-тăрăва кирлĕ пек тытса пыма, бюджетсен тупăш пайне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмаллине палăртса хăварнă. Ку енĕпе шăпах та инвестици климатне лайăхлатса пыни пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Калаçнă чухне ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хăварнă. Калăпăр, Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçне тĕслĕх вырăнĕнче аса илнĕ. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекенсен кăтартăвне палăртакан Наци рейтингĕнче çĕртме уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх,  çак регионсем лайăх ĕçлесе пыракансем шутĕнче тăнине каланă. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Чăваш Республикинче инвестици климатне лайăхлатассипе Чăваш Республики чи çӳллĕ шайра пулнине, палăртнă рейтингра 9-мĕш вырăн йышăннине асăннă. Федераци шайĕнчи политика, тĕн, общество деятелĕсем кĕпĕрнаттăрсен наци рейтингĕнче Михаил Игнатьев позицийĕ çирĕпленнине çапла пысăка хурса хкланă Михаил Бабич. Республика ют çĕртен пулăшу кĕтсе лармасăр, хăйĕн вăйне, квалификациллĕ кадрсене, ăс-хакăл потенциалне шанса, республикăна çĕнĕ инвестицисене явăçтарма тивĕçлĕ условисем туса парса малалла аталанать. Чи йывăр вăхăтра - ют çĕршывсем Раççейе хирĕçле санкцисем йышăннă тапхăрта экономикăри лару-тăрăва тĕрĕс хаклани лайăх кăтартусем патне илсе пырать. Çавăн пекех Михаил Васильевич регионти çынсемпе пĕр чĕлхе тупни, ĕçе тĕрĕс йĕркелени, лару-тăрăва ăнлантарса пама пĕлни унăн рейтингне ӳстерет те. Палăртнă лару юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕçленнĕ.



19 октября 2015
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter