Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ пирки калакан Указа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ

 Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ларăва пуçличчен, чи малтан Михаил Игнатьев паян ирпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  çумĕнчи Ваттисен канашĕ пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Палăртнă канаш ветерансен сĕнĕвĕсемпе ĕçлессине, регионăн социаллă экономика аталантарассипе лару-тăрăва лайăхлатассипе тимлессине палăртнă. «Пирĕн ветерансен паха опычĕ калама çук пысăк пуянлăх. Пирĕн вĕсен ĕçне тĕпе хурса хамăрăн патшалăх политикинче тĕрлĕ ыйтусене татса парассинче усă курмалла», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕнче республикăри районсемпе хуласенче чи хастар та пултаруллă ветерансем ĕçлĕç. «Эсир пурте манăн позицине лайăх пĕлетĕр – республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса ĕçлесси, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре вĕсен сĕнĕвĕсене шута илни. Кун пирки эпĕ суйлавччен те пĕр хутчен çеç мар каланă, республикăри çынсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те палăртса хăварнă. Пирĕн ватăсен шухăш-кăмăлне тĕпе хунине кура, эпир тĕрлĕ ыйтусенче кăлтăксем тăвассине сахаллататпăр», - тесе палăртнă регион Ертӳçи. «Çакăн пек канаша йĕркелесе яни - пире малашнехи ĕçре тата та вăйлăрах аталанса пыма витĕм кӳрессине пурте шанса тăратпăр, регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ те  пĕр тан лайăх пулассине ĕненетпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн регионти экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартнă. Министр палăртнă тăрăх, регионта ял хуçалăх таварне туса илессин калăпăшĕ самай ӳснĕ. Палăртма кăмăллă, ку тытăмра вăй хуракансен шалу укçи те ӳссе пыни куçкĕретех, промышленноç производствин калăпăшĕ те 10 процент ытла хăпарнă. Республикăра çĕнĕ производствăсем хута кайнă. Çитес кунсенчех тата та тепĕр производство хута кайĕ, Volkswagen автомашинисем валли жгутсем калăплакан завод ĕçлеме пуçлĕ. 2016 çулта тата та 6 çĕнĕ предприяти çĕкленсе ларĕ. Халăхăн вăтам ĕç укçин шайĕ 2,7 процент ӳснĕ. Парăмсем çав çавах пур-ха, вĕсем  пурĕ 16 млн. тенкĕ. Юлашки вăхăтра парăмсене 50 процента çити чакарса пыни пĕлтерĕшлĕ, малашне те çак ĕçе тивĕçлĕн йĕркелесе пыма палăртнă.  Республика Пуçлăхĕ ĕç укçипе вăхăтра ĕçлекенсене тивĕçтермен ертӳçĕсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине асăннă. «Пур çынсен те ĕçшĕн шалу укçине вăхăтра илсе пымалла.  Организацисенче май пулсан пуçлăхсен хисепне пĕчĕклетмелле, кирлĕ пулсан, хăйсем пуçлăхсем, усă куракан хаклă машинăсене сутса, пурпĕрех халăха ĕç укçипе тивĕçтермелле. Енчен те эпир çак ыйтăва татса параймастпăр пулсан, тĕллевсене пурнăçламанни куçкĕретех», - тесе çирĕппĕн каланă вăл. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков çурт-йĕр ыйтăвĕсем туллин пурнăçланса пынине палăртнă, çав вăхăтрах çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсем сахалланнине каланă. Михаил Игнатьев çурт-йĕр туянас текенсен шучĕ сахалланни, çуртсем хаклă пулнипе çыхăннине асăннă. Регионта риелтор ушкăнсем нумайланса кайнă, вĕсене пула та тепре чухне хваттерсен хакĕ хăпарса кайни сисĕнет», - тенĕ Пуçлăх. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри ял хуçалăхĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Аш-какай, сĕт-çу, çĕрулми туса илесси лайăхланнă, кăтарту ӳснĕ. Ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансен ĕç укçин виçи 13 процента çити хăпарни те çакнах çирĕплетет. Михаил Игнатьев çитĕнӳсем пулнине аван тенĕ, анчах та ĕç укçин шайне малалла та ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмалла, ытларах палăртнă тытăма çамрăксене явăçтарма хушнă. Республика бюджечĕ пирки Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа хăварнă. Налуксенчен пухăнакан тупăш 3,8 процента çити ӳснине палăртнă. Раççей Президенчĕ  2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тĕплĕн паллаштарнă. Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче халăхăн сывлăхĕ çирĕпленсе пынине, вилекенсен шучĕ пĕчĕкленни паянхи кун медицина ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Вилекенсен сăлтавĕ ытларах чĕре чирĕ пулнине палăртнă. Çынсене вăхăтра диспансеризаци кăларни те чирсене шала каяссинчен пăрса хăварнине асăннă министр. «Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин виçи кирлĕ пек шайра пулни те çӳлерех асăннă ĕç хутне тĕпе хурса ĕçленине çирĕплетет», - тесе палăртнă вăл.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов «çул карттин» тĕп кăтартăвĕ вĕрентӳ пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçи вăхăтра ӳссе пынине каланă. Шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсене вырнаçтарни, шăпăрлансене хушма пĕлӳ пани те çакнах çирĕплетнине асăннă. Регион Пуçлăхĕ министртан çулталăк вĕçлениччен палăртса хунă тата та тăватă ача сачĕ хута кайса ĕлкĕрет е çук тесе ыйтнă. Министр ыйтăва çийĕнчех хурав панă: «Кăçал хута яма палăртнă çуртсем пурте çĕкленсе вăхăтра хута кайĕç», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче культура пайĕнче «çул карттине» туллин пурнăçланине каланă.   Палăртнă тытăмра вăй хуракансен ĕç укçин шайĕ те кирлĕ пек виçепе пулса пынине палăртнă вăл. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков та спорт пайĕнче ĕçсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пынине асăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем çинчен ытларах чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта палăртнă пур ыйту та туллин пурнăçланассине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инвестици явăçтарма кирлĕ пек майсем шырама министрсене сĕннĕ. Шăпах та çак ĕçсене еплерех пурнăçланинчен, министрсен тухăçлăхĕ пирки палăртас пулать», -  тенĕ калаçăва малалла тăсса. Канашлу вĕçленес умĕн регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрне Владимир Доброхотова федераллă тата регион пĕлтерĕшлĕ çулсем айăккисенче пĕлтĕр пăрлă çумăра пула, аманнă йывăç-тĕмĕсене, типсе ларнисене, татса тирпейлесе хумаллине, тирпейсĕрлĕхне вăхăтра пуçтармаллине асăрхаттарнă. «Кун пек илемсĕрлĕх Чăваш Енĕн сăн-сăпатне пĕтерет. Пур çĕрте те йĕрке пулмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Канашлу вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Ваттисен канашĕ пирки калакан Указа комментари тунă. Канашăн тĕллевĕ, ĕç ветеранĕсен хисепне, Чăваш Республикин обществăлла экономика ĕç-хĕлĕнче вĕсен витĕмлĕхне ӳстерсе пырасси пулнине палăртнă. Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Чăваш Ен Правительстви аслă ăрури ватăсене яланах хисеплет. Вĕсенчен кашни хăйсен професси пайĕнче çитĕнӳсемпе палăрса республика пурнăçĕшĕн пысăк пархатар хăварнă. Регионăн социаллă экономика аталанăвĕшĕн те сахал мар тӳпе хывнă вĕсем. Правительство вĕсен сĕнĕвĕсене яланах тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшать. Палăртнă канаш ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ йĕркелесе пырĕ,  вăтамран çак канашра 11-15 çын ĕçлĕ", - тесе пĕлтернĕ вал.



19 октября 2015
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter