Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭЛАРА» АУП генеральнăй директорĕпе Андрей Угловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭЛАРА»  АУП генеральнăй директорĕпе Андрей Угловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче производствăн çитес çул валли йышăннă ĕç планĕ пирки  сӳтсе явнă. «ЭЛАРА» организаци социаллă яваплă компани пулнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Эсир сахал мар налук хыватăр. Сирĕн ĕçĕр пĕтĕмпех уçăмлă. Налуксем тӳлессипе нимĕнле кăлтăксем те нихăçан та пулман. Ку чи пахи», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ, вĕçленсе пыракан çулталăка еплерех кăтартусемпе пĕтĕмлетме палăртнине ыйтса пĕлнĕ.   «Юлашки пилĕк çул хушшинче производствăн калăпăшне палăрмаллах ӳстерсе пынă. Штатра ĕçлекенсен шутне икĕ хут ытларах йышăннă, халĕ  предприятире 400 çын тăрăшать. Тупăш пайĕ пĕлтĕрхинчен кăштах чакнă.  2016 çул валли плансем тунă. Малашне ĕçлеме заказсем пур», - палăртнă генеральнăй директор Андрей Углов. Тĕплĕнрех



19 октября 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter