Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире Раççей Перекет банкĕ йĕркелесе ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва хутшăннă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕ ирттернĕ ирхи ĕçлĕ апатланӑва хутшăннă. Ĕçлĕ тӗл пулӑва Раççей Перекет банкĕн президенчĕ Герман Греф йĕркелесе ертсе пынӑ. Мероприятие çакăн пекех Федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем: Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец, Раççей Федерацийĕн финанс министрĕ Антон Силуанов,  Раççей Федерацийĕн экономика министрĕ  Алексей Улюкаев, Раççей Ҫыхӑну министерствин ертӳçи Николай Никифоров, Раççей Федерацийĕн министрĕ Михаил Абызов,  Раççей Пенси фончĕн правленийӗн председателĕ  Антон Дроздов, Раççейри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи уполномоченнăй Борис Титов, Федерацин монополие хирĕç кĕрешекен службин ертӳçи Игорь Артемьев, ҫавӑн пекех Раççей Федерацийĕн регионĕсен пуçлăхĕсем, Раççейри пысăк бизнесӑн тата экспертсен пĕрлешĕвĕн представителĕсем хутшăннă. Ирхи ĕçлĕ апатланăва пухăннисем Раççей ӳсĕмĕшĕн мӗнле отрасльсем локомотив вырӑнӗнчи вӑй пулма пултарнине, хальхи вӑхӑтра эко­номикӑна диверсификацилес енӗпе ҫитӗнӳсем тума пулни-пулманнине, ҫак ӗҫе каярах  хӑварса пыни Раҫҫей ҫине  мӗнлерех витӗм  кӳнине сӳтсе явнă. Экономика ӳсĕмĕн вӑрах вӑхӑтлӑх  ҫирӗплӗхӗ туса кӑларакан таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсем нумай тӗрлӗ пулнипе тачӑ ҫыхӑннине палӑртнӑ ертӳçĕсем.  Ансăр специализаци ҫулне суйласа илекен çĕршывсем технологи улшӑннине пула тата ытти сӑлтавпа та пысăк тăкаксем тӳсме пултарассине ҫирӗплетнӗ. Экономикӑна диверсификацилесси çителĕксĕр шайра пулни Раççейшĕн çĕнĕлĕх мар. Калăпăр, нефть тата газ - стратегиллĕ таварсем шутне кĕнĕ пулсан, халĕ вĕсем вырăнне ытти таварсем мала тухаççĕ. Герман Греф хăйĕн сăмахĕнче экономикăн çирĕп аталанăвĕ ытларах патшалăх политикинчен килнине асăннă. «Кашни ертӳçĕ хăйне шанса панă ĕçре яваплăха туйса ĕçлесен кӑна диверсификаци ыйтăвĕсене нимĕнле çухатусăрах  татса пама май килӗ», - тенĕ вăл.  Калаçăва хутшăннисенчен 40 проценчĕ диверсификаци ӗҫӗ уйрӑм ҫынсен пуҫару­лӑхне пулӑшса пырсан, ҫынна ытларах инвестици хыва пуҫласан йӗркеллӗ пурнӑҫланма пуҫлассине пӗлтернӗ. «Уҫӑмлӑ перспектива пулмалла. Ушкăнпа тата пĕрне-пĕри шанса ĕçлемелле. Влаçпа бизнес тата наука вӑй-халне пӗрлештермесӗр асӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама май ҫук», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Герман Греф.  Чăваш Республикинче экономикӑн чӑн секторне диверсификацилесси ҫине чăнласах та пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăйлă аталанса пыракан предприяти - партнерсемпе пĕрле Чăваш Енре квалификацие ӳстермелли корпоративлӑ центрсем хута янă. Паянхи куна регионта пурĕ нумай функциллĕ ҫавнашкал çичĕ центр шутланать.  Импорта улăштарас енӗпе те республика хастарлӑн ӗҫлет. Чăваш Республикин промышленноç производствишĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ отрасльсем: электротехника тата хими отраслӗсем шутланаҫҫӗ.  Вӗсем туса каларакан таварсем пысăк пахалăхлă. Электротехника промышленноҫӗнче регионта пурĕ 15 пин ытла çын вăй хурать, вĕсем 30 млрд. тенкĕлĕх тавар туса кӑларса тиесе ӑсатнӑ. Шупашкар хулинче индустри паркне туни республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма лайӑх майсем йӗркелеме пулӑшӗ. Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑннинчен питех сиен тӳсмен тепӗр отрасль вӑл - ял хуҫалӑхӗ.  Регионти ял хуçалăхӗ лайăх аталанса пырать. Лавккасенче хамăр тăрăхра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ таварĕсем нумайланни куçкĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ апатланӑвӑн пӗ­тӗмлетӗвӗсене ҫирӗплетнӗ май Чăваш Ен Правительстви инвестици климатне лайăхлатас тӗлӗшпе эффективлă ĕçлесе пынине асӑнса хăварнă. «Бизнеспа влаç хушшинчи çыхăну культурин шайне ӳстермелле. Ҫыннӑн пултарулӑхне аталантарма инвестицисем ытларах хывмалла, уйрӑм ҫын бизнесӗн пуҫарӑвӗсене пулӑшмалла. Кунсăр пуçне пахалӑлӑ лайӑх пӗлӳ илекен çамрăксемпе тачă çыхăнса ӗҫлемелле. Вĕсене Раççейре тивӗҫлӗ шайра пурӑнма тата ӗҫлеме мӗнпур май пуррине пĕл­термелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



02 октября 2015
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter