Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен Ертӳçин аппаратĕнче тата ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшнă сумлă та хисеплĕ ветерансене Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе саламланă

 


Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тата аппарат ĕçченĕсем  хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен Ертӳçин аппаратĕнче тата ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшнă сумлă та хисеплĕ ветерансене Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе саламланă.  Уява Шупашкарта Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ. Палăртнă пулăма аслă ăрури 60 ытла ветеран хутшăннă, пĕр-пĕринпе курса калаçнă, хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă. Юрий Васильев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе пухăннă ĕçтешсене хăйсене шанса панă ĕçре нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, общество пурнăçне те хастар кӳлĕннĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă, пулас ăрури çынсемшĕн вĕсен ĕçĕсем яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă ертӳçĕ. Ветерансем хăйсене çакăн пек ырă сума сунса кĕтсе илнĕшĕн ырласа Ертӳçĕне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсене тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма Михаил Игнатьев суйланнăшăн, Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан курс питĕ те тĕрĕс пулнине палăртса хăварнă ветерансем. Мероприяти вĕçленсен Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи ветерансен канашĕн членĕ, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ  Зоя Спиридоновăна, вăл уява килеймен пулнă, ăна  килне кайса саламланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе  Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете  асăнмалăх парса хисеп тунă.



02 октября 2015
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter