Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» уçă акционерсен обществин управляющийĕпе Вячеслав Курсаковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» уçă акционерсен обществин управляющийĕпе Вячеслав Курсаковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче производствăн ĕçĕ пирки сӳтсе явнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки канашланă. Предприятийĕн пуласлăхĕн çул-йĕрĕ пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» предприятийĕн ĕçĕпе республика Правительстви кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. «Экономика çăмăлах мар аталаннă тапхăрта та организацире ĕçлекенсен шалу укçин виçине май килнĕ таран ӳстерсе пыратăр. Кăтарту палăртма кăмăллă, 10 процента çити хăпарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Организацире ĕçлекенсен шучĕ тата та 90 çын ытларах  нумайланнă. Уйрăмах çак пысăк çитĕнӳ. Тĕнчере лару-тăру çăмăлах мар вăхăтра нумай организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсен шутне пĕчĕклетсе пыраççĕ пулсан, эсир вара пачах урăхла, ĕçлес текенсен шутне пысăклатса пыратăр. Çемье ĕç династийĕсем вăй илсе пыраççĕ. Авалтан упраннă ĕç ушкăнĕн йăли-йĕркине малашне те тытса пырассишĕн тăрăшмалла», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вячеслав Курсаков хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çултан пуçласа «Химпромра» ĕçлекенсене пурăнмалли çурт-йĕрпе общежитипе тивĕçтерме ирĕк паракан ĕç хутне  Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕпе килĕшсе алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. «Техникум предприятире ĕçлекенсене валли пурĕ 50 вырăн хатĕрлесе панă тата та хушма вырăнсем пуласлăхра  йĕркелесе парасси пирки калаçса килĕшнĕ. Предприяти çамрăксене ĕçе явăçтарассипе те курăмлăн ĕçлет, аслă шкулсемпе те тачă çыхăну тытать», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Михаил Игнатьев «Химпром» предприяти республика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине каланă. Паян предприятире 70 ытла тĕрлĕ таварсем калăпланаççĕ, паха таварĕсене хамăрăн регионта çеç мар республика тулашĕнче те аванах усă кураççĕ. Предприятийĕн ертӳçи малашне те çитĕнӳсемпех ĕçлеме тĕллев лартать. «Кризис вăхăтĕнче те организаци çав тери аван ĕçлесе пырать. Тупăш пайĕ кăçал 7 млрд. тенĕ, пĕлтĕр 6 млрд. тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Предприяти экологи тĕлĕшĕнчен те ыйтусене çирĕп тĕпе хурса ĕçлет. «Çулсерен çĕнĕ йышши технологисене вăй илтерсе пыратпăр, паянхи пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтаратпăр», - тенĕ директор. Хальхи вăхăтра предприяти икĕ пысăк инвестицилĕ проектсене тата  мини проектсене пурнăçа кĕрсе пырассишĕн тăрăшса ĕçлет. Тĕплĕнрех



20 октября 2015
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter