Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чувашторгтехника» АУО генеральнăй директорĕпе Наиль Хайрутдиновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чувашторгтехника»  АУО генеральнăй директорĕпе  Наиль Хайрутдиновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче палăртнă организаци пĕр тан аталанса пынине каланă, тупăш пайне те лайăх илнине палăртнă. Тĕнчере çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те организаци налуксене те вăхăтра кирлĕ пек виçепе саплаштарса пынине пĕлтернĕ, республика бюджечĕн тупăш пайне тултарассипе вĕсем куллен ĕçленине ырласа хăварнă. «Эсир калăпласа кăларакан таварсене Раççейре кăна мар, ют çĕршывсем те анлă усă кураççĕ. Эсир нихăçан та пĕр вырăнта тăмастăр, яланах малалла ăнтăлассишĕн тăрăшатăр, организацине модернизацилетĕр.  Сирĕн ĕç ушкăнĕ харпăр хăй умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлать тата çитменнине хăш еннелле вăйлăрах аталанса пымаллине те лайăх чухлать.  Предприятийĕн пуласлăхĕ çинчен кунта вăй хуракансем аван пĕлеççĕ, тен çавăнпа та кашни хăйĕн ĕçĕшĕн савăнса пурăнать. Шалу укçине те вăхăтра ӳстеретĕр. Палăртма кăмăллă, вăтам кăтартусенчен пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ регион Ертӳçи. Вăл уйрăмах предприятийĕн ертӳçине Наиль Хайрутдинова тав сăмахĕсем каланă. Предприятийĕ калăплакан хатĕрсемпе шкулсенче анлăн усă курнине аса илнĕ. Вĕрентӳ тытăмĕнчи апат пĕçерекенсен ячĕпе çакăн пек чаплă хатĕрсемпе тивĕçтернĕшĕн ырласа тав сăмахĕсене каланă.  «Чувашторгтехника» АУП директорĕ предприятийĕн таварсене чикĕ леш енне те сахал мар вырнаçтарнине палăртнă, ют çĕршывсем те хапăл туса йышăннине пĕлтернĕ. «Эпир тахçантанпах Китай, Монголи, Африка тата Европăпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Вĕсем пирĕн таварсене ытларах та ытларах ыйтма пуçларĕç. Малашне те килĕшĕве тĕпе хурса ĕçлĕпĕр», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май.  «Чувашторгтехника» АУП ĕçне Михаил Игнатьев пысăка хурса хакланă. «Нимĕнле йывăрлăха та пăхмасăр, малалла ĕçлессишĕн талпăнатăр, эсир республика экономикишĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ вăл. Наиль Хайрутдинов регион Ертӳçине пуласлăхри ĕç планĕпе паллаштарнă. Производство калăпăшне чакарма палăртманнине,  ӳстерсе пыма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



20 октября 2015
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter