Чӑваш Ен Пуçлăхĕ ҫумӗнче Ваттисен канашӗ туса хунӑ

Чӑваш Ен Пуçлăхĕ ҫумӗнче Ваттисен канашӗ туса хунӑ. Кун пек Хушӑва республикӑна ертсе пыракан Михаил Игнатьев юпа уйхĕн 19-мĕшĕнче алă пусса ҫирӗплетнӗ.

Ваттисен канашӗ ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетессишӗн яваплӑ пулмалла. Вӑл ӗҫ ветеранӗсен экономикӑри, общество пурнӑҫӗнчи, культурӑри ӗҫне ӳстерме пулӑшмалла. Кун пирки официаллӑ хутра ҫапла ӑнлантарнӑ. Черетлӗ йышӑну алӑ пуснӑ хыҫҫӑн тепӗр вунӑ кунран вӑя кӗмелле.

Ҫӗнӗ канаш обществӑпа политика тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳсем парасса шанаҫҫӗ. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсем кӑларакан йышӑнусем пирки те ҫав орган хӑйӗн шухӑшне пӗлтерӗ.

Канаша тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшса ят-сум тивӗҫнисене кӗртмелле. Канаша йӗркелес ыйтусемпе Чӑваш Енӗн Пуçлăхĕн Администрацийӗ ҫине тӑрӗ.



20 октября 2015
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter