Чăваш Енре Японин Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ТМЯО «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производство заводне хута янă

 


Паян, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енре  Японин Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ООО «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производство заводне хута янă. Инвестици проекчĕн калăпăшĕ 260 млн. тенкĕ. Проекта пилотлă майпа пурнăçа кĕнĕ тапхăрта  çынсене валли 400  ĕç вырăнĕ хатĕрлеме палăртнă. Паян предприятинче палăртма кăмăллă пурĕ 125 çын вăй хурать. Вĕсенчен нумайăшĕ Fujikura компани евро  филиалсенче вĕренсе пĕлӳ пухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Японин Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ТМЯО уçни влаç органĕсенче ĕçлекенсем эффективлăхне çирĕплетсе панине палăртнă, инвесторсем регион ертӳлĕхне шаннине пĕлтерет тесе уйрăммăн асăнса хăварнă. Япони бизнесменĕсене республикăра аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те йĕркеленине каланă. Пысăк технологиллĕ ĕçсене те пурнăçа кĕртсе пыма питĕ меллĕ пулнине асăннă. Япони компанийĕ хăйĕн производствине вырнаçтарас умĕн Раççейĕн тĕрлĕ регионне виçĕ çул тĕпченĕ. «Эпир Раççейĕн чылай облаçĕнче пултăмăр. Чăваш Ене суйласа илни республика Правительстви пулăшнипе çыхăннă. Производство валли юрăхлă вырăн тупасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа тĕрлĕ меле тĕпчерĕмĕр те Чăваш Енри йĕркелĕх тата хатĕрленÿ лайăххине палăртрăмăр. Çак аргументсем инвестицие республикăра вырнаçтарма йышăну тума хистерĕç те ĕнтĕ. Вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн, хамăр бизнеса аталантармашкăн тата тĕнче шайĕнче продукцие конкуренцире çĕнтермелле тумашкăн кунта эпир тĕплĕн тишкерсе тата нумай вăхăтлăха килтĕмĕр тесе шухăшлатпăр», - палăртнă Япони компанийĕн представителĕ. Тĕплĕнрех



21 октября 2015
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter