Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕ» АУО филиалĕн - Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕ» АУО филиалĕн - Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, «РЖД» АУП филиалĕн ертӳçисем. Анатолий Лесун хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ертӳлĕхĕпе «РЖД» АУП пĕр-пĕринпе конструктивлă çирĕп ĕçленине асăннă. «Эпир сирĕнпе пĕр ушкăнра ĕçлетпĕр. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те ăнăçлăнах татса паратпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килĕшсе ĕçленине пысăка хакланă, кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри предприятисемпе организацисем «РЖД» АУП тачă çыхăну тытса пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕçлеççĕ», - тенĕ Ертӳçĕ, калаçса килĕшнĕ пур ĕçе те тапхăр-тапхăрăн пурнăçа кĕртсе пынăшăн тав тунă. Ĕçлĕ калаçăва пухăннисем 2015 çулта республика территорийĕнче пассажирсене чукун çулпа илсе çӳретнĕшĕн хаксене саплаштарассине, хăрушсăрлăх тата ытти ыйтусем  пирки те сӳтсе явнă.



21 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter