Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин çуртĕнче Япони компанийĕн ушкăнĕпе Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ТМЯО «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производство заводне хута яракансемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин çуртĕнче Япони компанийĕн ушкăнĕпе Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ТМЯО «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производство заводне хута яракансемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников,  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Александр Владимиров хутшăннă. Япони хăнисем хăйсен сăмахĕнче çакăн пек сумлă пысăк делегаци килсе çитнине çапла ăнлантарса панă: «Чăваш Республикипе пирĕн Япони халăхĕ питех те хытă кăсăкланнине, çыхăнăва анлăлатассине çирĕплетет», - тесе палăртнă пысăк хăнасем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев делегацине ырăпа кĕтсе илнĕ май, регионти лару-тăрупа паллаштарнă, Fujikura Automotive – ют çĕршыв компанисем пирĕн республикăра лайăх аталаннине, ку предприяти пиллĕкмĕш пулнине асăннă. «Шанатпăр, малашне те халăхсем хушшинче, культура тата экономика пайĕнче Японипе Раççей тата Чăваш Ен пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлессе. Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион. Кунта эпир предпринимательсене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе панă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Президент тата тĕп директор Fujikura Automotive Enterprise HQ Акира Сасагава, сумлă хăна Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар çав тери илĕртӳллĕ, кунта пĕтĕмпех тирпейлĕ пулнине палăртнă. Господин Сасагава Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен компанине витĕм кӳме ыйтнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, малашлăхра регионта завода тата та ытларах сарма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, тăрăшса ĕçлесен пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулассине шанса каланă. Генеральнăй директор Fujikura Automotive Europe GMBH Ичиро Камада хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пĕрремĕш хут çеç килменнине асăннă. Кашни килмессерен регион пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынине курса ĕненнине каланă. «Эпир производство ĕçне часрах вăйлатса çĕклесе ярасшăн, регионăн экономикине витĕм кӳресшĕн. Пирĕн Сирĕнпе пĕр ушкăнра ĕçлес килет», - тенĕ вăл. Раççейри Япони Посольствин экономика пайĕн пуçлăхĕ, Министр Хироси Таджима хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Япони предпринимателĕсем йышăну тăвас теççĕ пулсан, сахал мар вăхăт хушши шутлаççĕ. Кун пек кĕске вăхăт хушшинчех завода йĕркелесе яни, региона питĕ хытă хисепленине çирĕплетет. Пуласлăхра Японипе Чăваш Ен хушшинчи килĕшӳсем тата та ытларах çирĕпленсе пырĕç», - тенĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене тав сăмахĕсем каланă. «Эпир сирĕнтен тата ытти халăхсенчен вĕсен паха опычĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыма вĕренетпĕр. Пирĕн газ, нефть, алмаз, ылтăн та çук, анчах та регион ĕçчен те пархатарлă ырă çынсемпе пуян. Пирĕн пуянлăх – тăван халăхăн пуян йăли-йĕрки, тата унăн паттăр ывăл-хĕрĕ. Ытларах çитĕнекен ăру çине тимлĕх уйăратпăр, вĕсем пирĕн пуласлăх», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



21 октября 2015
19:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter