Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство Çуртĕнче Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн ертӳлĕхĕпе пуласлăхра аталанассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă

 


Юпа уйăхĕн  22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство Çуртĕнче Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн ертӳлĕхĕпе пуласлăхра аталанассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Федерацин суд приставĕсен  Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçин çумĕ  Наталия Вассиярова,  Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн Ертӳçи Марина Петрова, Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Игорь Сахаров, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев, «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн вице-президенчĕ Наталия Партасова хутшăннă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев заводăн производство калăпăшне çĕклессипе вăя хурса пур саккунсене тĕпе хурса  тăрăшмаллине палăртнă. «Предприятире пĕтĕмпех пирĕн çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен пурин те хăйсен ĕçĕсенче ĕçлемелле, кирлĕ пек ĕç укçине илмелле. Производствăна пирĕн хупăнма памалла мар. Кризисран тухас тесе тăрăшмалла. Заводăн пуласлăхĕ пур. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрĕсене пĕтĕмпех вырнаçтарнă. Сирĕн паха таварсемпе пурте кăсăкланаççĕ, ыйтаççĕ. Раççейĕпе илес пулсан та, эсир калăпланă таварсем пеккисем урăх никамăн та çук. Ял хуçалăх валли техникăсене, бульдозерсене чаплă калăплатăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Внешэкономбанкăн сăнав канашĕ тракторсем кăларакан заводăн парăмĕсене 2020-мĕш çулччен реструктуризацилесси пирки йышăнăва çирĕплетнĕ. «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн вице-президенчĕ Наталия Партасова хăйĕн сăмахĕнче ытларах пухăнса кайнă парăмсен сăлтавĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Концерн предприятийĕсенче тухса тăнă финанспа экономика лару-тăрăвне, çивĕч ыйтусене сирсе ямалли çул-йĕре палăртнă. «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн вице-президенчĕ, «Агромашхолдинг» АУОн директорсен канашĕн председателĕпе Наталия Партасова тата çакна та палăртса хăварнă, йывăрлăхсем заводăн пур пулин те ĕçлекенсене ĕçсĕр хăварма палăртманнине, чаплă кадрсене упранине асăннă. Палăртса хăвармалла: хушма пулăшу кӳрес тĕллевпе Раççей Правительстви «Трактор завочĕсем» концерна хăйĕн йышăнăвĕпе çĕршывăн пысăк пĕлтерĕшлĕ организацийĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех концерн промышленноç отрасльне курăмлă витĕм кӳрекен организацисен списокĕнче шутланать. Унти предприятисен инвестици проекчĕсем Раççей Промышленноç министерствин импорта улăштармалли мероприятисен отрасль планне кĕнĕ. Тĕплĕнрех



23 октября 2015
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter