Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Таможенник кунĕ ячӗпе саламлани

Чăваш Ен таможня службин хастарĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!

Ĕçĕрте компетентлă тата яваплă пулни республикăна экономика хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме, тулашри суту-илĕве аталантарма, инвестици лару-тăрăвне лайăхлатма май парать.

Чăваш Республикинче 27 çул каялла йĕркеленнĕ таможня органĕ çĕршыв бюджетне укçа куçармалли плансене çултан-çул ăнăçлă пурнăçласа хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхĕн тĕп кăтартăвĕсем тĕлĕшпе пысăк çитĕнӳсем тăвать.

Пирĕн регионăн экономика çыхăнăвĕсен географийĕ чăннипех нумай енлĕ: 77 çĕршывпа, çав шутра 37-шпе икĕ енлĕ – суту-илӳ хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕ.

Республикăри таможня ĕçченĕсем  пурнăç уттинчен юлмаççĕ. Çĕнĕ технологисене алла илеççĕ, чылай операцие автоматизацилеççĕ, çапла вара тулашри экономика ĕçĕ-хĕлне хутшăнакансене пулăшу памалли вăхăта чылай кĕскетеççĕ, вĕсен кăмăлне тивĕçтерессине çӳллĕ шая çĕклеççĕ.

Чăваш таможнин посчĕн хастарĕсене ырăлăх, тăнăçлăх, çураçулăх сунатăп, сывлăхлă пулăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                         М.Игнатьев.



23 октября 2015
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter