Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци кĕрешӳ спорчĕн федерациĕн Вице-Президенчĕпе Омар Муртузалиевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федераци кĕрешӳ спорчĕн федерациĕн Вице-Президенчĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе Омар Муртузалиевпа тата хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн тĕп тренерĕпе, Раççей тата СССР тава тивĕçлĕ тренерĕпе, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ, Европăра  виçĕ хуччен çĕнтерĕве тивĕçсе спорт мастерĕ тава тивĕçлĕ  ята илнĕ   Юрий Шахмурадовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин кĕрешӳ спорчĕн федераци президенчĕ Алексей Лапшин хутшăннă. Пухăннисем Шупашкарта кăçал раштав уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче Раççей Кубокне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Палăртса хăваратпăр, спортсменсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçĕç. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çак палăртнă спорт тĕсне ытларах та ытларах хĕрарăмсем кăмăл тунине асăннă. Чăваш Ен территорийĕнче çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерме палăртнăшăн Раççейри кĕрешӳ спорчĕн федерацине тав сăмахĕсем каланă. Омар Муртузалиев хăйĕн сăмахĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне  Чăваш Енрен хĕрупраçсем кĕнине асăннă. «Чăваш Республикинче спорта чăннипех те пысăк тимлĕх уйăратăр. Мĕншĕн тесен Раççейри тĕп стартсем кăçал пурте Чăваш Енре иртеççĕ. Нихăш регионта та çакăн чухлĕ ăмăрту иртмест. Чăваш спортсменĕсем маттур та пултаруллă пулнине палăртас килет. Вĕсем тĕрлĕ турнирта Раççей чысне тивĕçлĕн хӳтĕлеççĕ.  Залсенче спорт хатĕрĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăçпа тӳр килекеннисем, тренерсем те çителĕклĕ. Регионта спортăн çак тĕсне кăмăл тăвакансен шучĕ ӳссех пырать», - тенĕ сумлă хăна.  Палăртнă мероприяти Чăваш Енре кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет.  Ăмăртусене Европăран, Азирен, СШАран спортсменсем килме палăртнă. Сумлă спортсмен Раççей Федераци кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Вице-Президенчĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Омар Муртузалиев Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева спорта витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. Раççейре ытти регионсемпе танлаштарсан, спортăн çак енĕпе малта пыракан республика пулнине асăннă. Чăваш Ене яланах шаннине пĕлтернĕ. Тĕплĕ калаçу самантĕнче Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн представителĕсем Чăваш Республикинчи «Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 5-мĕш вăтам спорт шкулĕ» ачасене хушма пĕлӳ паракан патшалăх учрежденийĕнче вĕрентӳ тренировкисем ирттерме кăмăл тунине пĕлтернĕ. 2015 çулта чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе лессишĕн хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раççей Кубокне «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче раштав уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче ирттерме йышăннă. Чăваш Ен командинче пиллĕк спортсмен пулĕ. Вĕсем: Федорова Надежда, Краснова Екатерина, Гольц Наталья, Кузнецова Мария, Чумикова Вероника. Чăваш Ен - спортпа туслă регион. Пирĕн республикăра спорт акцийĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ, çултан-çул çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ. Чăваш Енре иртекен ăмăртусем пирĕн чуна пуянлатаççĕ, вăй-хăват хушаççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич.

   



23 октября 2015
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter