Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис Чăваш Республикинчи хăш-пĕр предприятисене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă

 


Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис Чăваш Республикинчи хăш-пĕр предприятисене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Михаил Игнатьев тата  Андрей Чибис чи малтан «Гален» ТМЯО ĕçĕпе кăсăкланнă, хатĕр калăпланса тухакан таварсене пăхса тухнă. Валерий Гуринович хăйĕн сăмахĕнче предприяти ертӳлĕхĕ 2014 çулта асăннă организацине Шупашкартан Мускава куçарма шухăш тытнине асăннă. «Эпир тӳрех ăнланса илтĕмĕр, кун пек йышăну тунинчен усси сахал пулнине. Мĕнле малтан пулнă çавăн пекех хăвартăмăр», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. «Юлашки çулсенче «Гален» ТМЯО ĕçлекенсен шучĕ курăмлăнах ӳсрĕ. 2015 çулта производствăн калăпăшĕ 38 процента çити хăпарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Суту-илӳ ĕçĕ те аванах йĕркеленсе кайрĕ. Кунта ĕçлекенсене пурне те пĕр пек тимлĕх уйăратпăр», - тенĕ вăл.  «Малашне те производство цехĕсенче ĕçлеме кăмăл тăвакансене хамăр патне йыхравлатпăр», - тесе палăртса каланă ертӳçĕ. Регион Пуçлăхĕ «Гален» ТМЯО пысăка хурса хакланă. Предприяти уçăмлăн ĕçленине, налуксене те вăхăтрах тӳлесе пынине асăннă. Ертӳçĕсем Шупашкарти усал каяшсене тирпейлекен станци ĕçĕпе тата Çĕнĕ Шупашкарти  ТБО полигонпа паллашнă. 2014 çулта республика бюджетĕнчен усал хытă çуп-çапа пухса тирпейлеме ирĕк паракан пĕрремĕш объекта хута янă. Объектăн иккĕмĕш пайне инвестор хăйĕн укçи-тенкипе çĕклесе лартма йышăннă. Палăртнă объектсене пăхса çаврăннă хыççăн, Андрей Чибис Чăваш Енĕн паха ĕçĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă. «Раççейри регионсем сирĕн опыта тĕпе хурса ĕçлеме пултараççĕ», - тенĕ сумлă хăна. Палăртнă комплекс паянхи пурнăç таппипе тӳр килнине асăннă Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ. «Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ проект Чăваш Енре пурнăçланнăшăн мухтанатăп. Çĕршывĕпе илес пулсан та кун пек ĕçе урăх нимĕнле регионта та пурнăçламан. Манăн тăван республикăра проект пурнăçа кĕни – мана хама та савăнтарать», - тенĕ Андрей Чибис.  Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра кун пек ĕçсене Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере хута яма палăртнине пĕлтернĕ. Асăннă хуласенче çав тери пысăк объектсем хута яма шутламан,  чи пахи  çак технологисемпе ĕçлеме палăртни», - тесе пĕлтернĕ регион Ертӳçи.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, ЖКХ пайне аталантарассипе пурĕ 42 килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Кăтарту пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн Строительство министерствипе Чăваш Ен Правительстви тачă çыхăнса ĕçленине кура пулса пынине палăртнă.  Инвесторсем пуррине, ЖКХ пайне укçа-тенкĕ хывма кăмăл тунине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



23 октября 2015
21:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter